26 Эй, Турӑ чӗнсе илнӗ тӑвансем! Хӑвӑр ҫине пӑхӑр-ха. Сирӗн хушшӑрта этемле виҫепе ӑслисем, вӑйлисем, чаплӑ йӑхран текеннисем нумай мар.
Ҫавӑнпа эпӗ те, хисеплӗ ҫыннӑм Феофил, малтан пуҫласа пӗтӗмпе лайӑх тӗпчесе пӗлтӗм те ун ҫинчен сана йӗркипе ҫырса парас терӗм.
Ҫав вӑхӑтрах Иисус кӑмӑлӗпе ҫӗкленсе ҫапла каланӑ: «Эй, Аттем, ҫӗрпе пӗлӗт Хуҫи! Эсӗ ҫакна ӑслӑ-тӑнлисенчен пытарса ача пек айваннисене пӗлмелле тунӑшӑн Сана мухтатӑп. Ҫапла, Аттем! Санӑн ырӑ ирӗкӳ ҫавнашкал пулнӑ».
Мӗн пулса иртнине курсан, Хуҫамӑр вӗрентӗвӗнчен тӗлӗнсе, проконсул ӗненме пуҫланӑ.
Вариисус асамҫӑ Сергий Павел ятлӑ Рим лартнӑ пуҫлӑхпа, пит ӑслӑскерпе, ҫывӑх пулнӑ. Ҫав пуҫлӑх Варнавӑпа Савла чӗнтерсе пынӑ та Турӑ сӑмахне итлесшӗн пулнӑ.
Ҫапах темиҫе ҫын, Павел майлӑ пулса, ӗненме пуҫланӑ. Вӗсем хушшинче ареопаг пухӑвӗнче ларакан Дионисий, Дамарь ятлӑ хӗрарӑм тата ыттисем те пулнӑ.
Мӗншӗн тесен Турӑ панине тата чӗнсе илнине туртса илме ҫук.
Ӑҫта ӑсли? Ӑҫта саккуна вӗрентекен? Ӑҫта ҫак тӗнчери тавлашу ӑсти? Турӑ ҫак тӗнчери ӑслӑлӑхран ӑссӑрлӑх туман-и?
Турӑ Сывлӑшӗллӗ пулас текенсене Сывлӑш ҫинчен каланӑран ҫавсем ҫинчен йӑлтах эпир этем ӑслӑлӑхӗнчен килекен сӑмахсемпе мар, Святой Сывлӑшран килекен сӑмахсемпе хыпарлатпӑр.
Вӑл ӑслӑлӑха ҫак тӗнчери пуҫлӑхсенчен пӗри те пӗлеймен. Пӗлнӗ пулсассӑн вӗсем мухтав Хуҫине пӑталамӗччӗҫ.
Сӑваплӑ ҫынсем пурте, уйрӑммӑнах император ҫуртӗнчисем, сире салам калаҫҫӗ.
Эй, савнӑ тӑванӑмсем! Итлесемӗр мана: ӗненӳпе пуян пулмашкӑн Турӑ ҫак тӗнчери чухӑнсене суйласа илмен-им? Хӑйне юратакансене шантарнӑ Патшалӑха Турӑ чухӑнсене еткере парас темен-им?
Ватӑ ҫынран – хисеплӗ хӗрарӑмпа унӑн ачи-пӑчи патне. Эпӗ сире чӑнласах юрататӑп. Сире эпӗ кӑна мар, чӑнлӑхпа пурӑнакансем пурте юратаҫҫӗ.