25 Мӗншӗн тесен Туррӑн ӑссӑрлӑхӗ текенни этем ӑслӑлӑхӗнчен ҫӳллӗрех, Туррӑн вӑйсӑрлӑхӗ текенни этем вӑйӗнчен хӑватлӑрах.
Хӗрес ҫинчен вӗрентни вӑл пӗтмеллисемшӗн – ӑссӑрлӑх, пирӗншӗн, ҫӑлӑнмаллисемшӗн – Турӑ хӑвачӗ.
Мӗншӗн тесен Турӑ ӑслӑлӑхне пӗлмешкӗн ҫак тӗнче ӑслӑлӑхӗ ҫителӗксӗр. Ҫавӑнпа та Турӑ ӗненекенсене ӑссӑр пек туйӑнакан ӳкӗтпе ҫӑлма кӑмӑл тунӑ.
Хӑй чунне шанакан ҫын Турӑ Сывлӑшӗнчен килекен ҫав чӑнлӑха йышӑнаймасть, ӑна ӑссӑрлӑх тесе шухӑшлать. Ҫав чӑнлӑха вӑл ӑнланаймасть, мӗншӗн тесен ӑна Сывлӑш урлӑ кӑна хаклама пулать.
Эппин эпир Христоса пула ӑссӑр, эсир вара Христоса пулах ӑслӑ. Эпир халсӑр, эсир вӑйлӑ. Эсир хисеплӗ, эпир чыссӑр.
Ӑна халсӑр чухне пӑталанӑ пулин те, халӗ Вӑл Турӑ хӑвачӗпе чӗрӗ. Эпир те ҫавнашкалах, Унпа пӗрлех халсӑр; анчах та, Турӑ хӑвачӗпе, сирӗн хушшӑрта Унӑн чӗрӗлӗхӗпе палӑрӑпӑр.