Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 1-мӗш 1:24 - Синодальный НЗ

24 Анчах та чӗнсе илнисемшӗн – иудей-и вӑл, грек-и – Христос – Туррӑн хӑвачӗпе ӑслӑлӑхӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 1-мӗш 1:24
14 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Турӑ ӑслӑлӑхӗ ҫапла каланӑ ӗнтӗ: „Вӗсем патне Эпӗ пророксене, апостолсене ярӑп. Пӗрисене вӗсем вӗлерӗҫ, теприсене хӑваласа ярӗҫ“.


Анчах та Турӑ ӑслӑлӑхне ачисем пурте тӳрре кӑларчӗҫ ӗнтӗ».


Эпӗ Христосӑн Ырӑ Хыпарне вӗрентме вӑтанмастӑп, мӗншӗн тесен Ырӑ Хыпар – мӗн пур ӗненекенсене ҫӑлӑнӑҫ кӳмелли Турӑ вӑй-хӑвачӗ. Ҫав ҫӑлӑнӑҫа малтанах иудейсен илмелле, унтан – ытти халӑхсен.


Сӑваплӑ чун-чӗм тӗлӗшӗнчен Вӑл Туррӑн хӑватлӑ Ывӑлӗ пулни вара вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ тӑрӑх уҫҫӑнах палӑрнӑ. Вӑл – Иисус Христос, пирӗн Хуҫамӑр.


Сире Турӑ юратать, Вӑл сире сӑваплисем пулма чӗнсе илнӗ. Сире, Римри мӗн пур ӗненекенсене, Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Хуҫамӑртан ырӑлӑхпа канӑҫлӑх пултӑр.


Ҫав хӗрхенӳ чӳлмекӗсем – эпир. Турӑ пире иудейсем хушшинчен кӑна мар, урӑх халӑхсем хушшинчен те суйласа илнӗ.


Хӗрес ҫинчен вӗрентни вӑл пӗтмеллисемшӗн – ӑссӑрлӑх, пирӗншӗн, ҫӑлӑнмаллисемшӗн – Турӑ хӑвачӗ.


Коринфри Турӑ Чиркӗвне, Христос Иисус урлӑ тасалнӑ ӗненекенсене, сӑваплӑ пулма чӗнсе илнисене, Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ятне – пире те, вӗсене те Ҫӑлаканӑн ятне – пур ҫӗрте те асӑнакансене пурне те.


Турӑ ырӑлӑхне пула эсир Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ. Турӑ Ӑна пирӗн ӑслӑлӑх та, тӳрӗлӗх те, сӑваплӑх та, тӳлевлӗх те тунӑ.


Турра шанӑр: Вӑл сире Хӑйӗн Ывӑлӗпе Иисус Христоспа, пирӗн Хуҫамӑрпа, пӗрле пулмашкӑн чӗнсе илнӗ.


Мӗншӗн тесен ӑслӑлӑхпа пӗлӗвӗн мӗн пур пуянлӑхӗ – Христосра.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ