Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 1-мӗш 1:21 - Синодальный НЗ

21 Мӗншӗн тесен Турӑ ӑслӑлӑхне пӗлмешкӗн ҫак тӗнче ӑслӑлӑхӗ ҫителӗксӗр. Ҫавӑнпа та Турӑ ӗненекенсене ӑссӑр пек туйӑнакан ӳкӗтпе ҫӑлма кӑмӑл тунӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 1-мӗш 1:21
28 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫавӑн чухне Иисус, сӑмахне малалла тӑсса, ҫапла каланӑ: «Эй, Аттем, ҫӗрпе пӗлӗт Хуҫи! Эсӗ ҫакна ӑслӑ-тӑнлисенчен пытарса ача пек айваннисене пӗлмелле тунӑшӑн Сана мухтатӑп.


Ҫав вӑхӑтрах Иисус кӑмӑлӗпе ҫӗкленсе ҫапла каланӑ: «Эй, Аттем, ҫӗрпе пӗлӗт Хуҫи! Эсӗ ҫакна ӑслӑ-тӑнлисенчен пытарса ача пек айваннисене пӗлмелле тунӑшӑн Сана мухтатӑп. Ҫапла, Аттем! Санӑн ырӑ ирӗкӳ ҫавнашкал пулнӑ».


Эй, пӗчӗк кӗтӗвӗм, ан хӑра! Аҫӑр сире Патшалӑх пама кӑмӑл тунӑ.


Акӑ ӗнтӗ ҫак тӗнчене суд тӑвас вӑхӑт ҫитрӗ. Ӗнтӗ ҫак тӗнчерен унӑн пуҫлӑхне хӑваласа ярӗҫ.


Вӗсем Турра ӗненес тесе тӑрӑшман пирки Турӑ вӗсене пӑсӑк ӑс тыткӑнне панӑ. Пӑсӑк ӑса пула вӗсем тума юраман ӗҫсем тӑваҫҫӗ.


Турӑ ырӑлӑхӗн, ӑслӑлӑхӗн, пӗлӗвӗн виҫи ҫук! Турӑ шухӑшне пӗлме ҫук, Унӑн ҫулне йӗрлесе тупма ҫук!


Хӗрес ҫинчен вӗрентни вӑл пӗтмеллисемшӗн – ӑссӑрлӑх, пирӗншӗн, ҫӑлӑнмаллисемшӗн – Турӑ хӑвачӗ.


Эпир вара пӑталанӑ Христос ҫинчен ӳкӗтлесе вӗрентетпӗр. Иудейсемшӗн Вӑл такӑнса ӳкмелли чул, грексемшӗн – пуҫа вырнаҫми япала.


Анчах та чӗнсе илнисемшӗн – иудей-и вӑл, грек-и – Христос – Туррӑн хӑвачӗпе ӑслӑлӑхӗ.


Мӗншӗн тесен Туррӑн ӑссӑрлӑхӗ текенни этем ӑслӑлӑхӗнчен ҫӳллӗрех, Туррӑн вӑйсӑрлӑхӗ текенни этем вӑйӗнчен хӑватлӑрах.


Анчах та Турӑ ӑслисене намӑса хӑвармашкӑн ҫак тӗнчере ӑссӑр текеннисене, вӑйлисене намӑса хӑвармашкӑн ҫак тӗнчере вӑйсӑр текеннисене суйласа илнӗ.


Пире хак параканӗ вара – Турӑ. Ытти пӗтӗм тӗнчепе пӗрле суд умне тӑрас мар тесессӗн Хуҫа Турӑ айӑплавне пирӗн чӑтмалла.


Хӑй чунне шанакан ҫын Турӑ Сывлӑшӗнчен килекен ҫав чӑнлӑха йышӑнаймасть, ӑна ӑссӑрлӑх тесе шухӑшлать. Ҫав чӑнлӑха вӑл ӑнланаймасть, мӗншӗн тесен ӑна Сывлӑш урлӑ кӑна хаклама пулать.


Эппин эпир Христоса пула ӑссӑр, эсир вара Христоса пулах ӑслӑ. Эпир халсӑр, эсир вӑйлӑ. Эсир хисеплӗ, эпир чыссӑр.


Ӗненекенсем ҫак тӗнчене суд тӑвассине пӗлместӗр-им? Тӗнчене суд тӑваканӗсем эсир пулатӑр пулсассӑн, чылай пӗчӗкрех ӗҫсене хӑвӑрах суд тума тивӗҫ мар-и?


Анчах та ырӑ кӑмӑллӑ Турӑ мана аннем варӗнчех суйласа илнӗ пулнӑ. Турӑ мана Хӑйӗн Ывӑлӗ камне уҫса пачӗ, чӑн Турра пӗлмен халӑхсене Ывӑлӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳреме мана Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе чӗнсе илчӗ. Ун чухне те эпӗ этемсенчен ӑс ыйтма васкамарӑм,


Тахҫан эсир Турра пӗлменрен турӑ маррисене турӑ тесе пуҫҫапса пурӑннӑ.


Хӑйӗн ырӑ ирӗкне Ывӑлӗ урлӑ пурнӑҫлама Вӑл чӑн малтанах палӑртса хунӑ, ҫапла майпа пире Хӑйӗн шухӑшӗн вӑрттӑнлӑхне уҫса панӑ.


Мӗншӗн тесен Ашшӗ мӗн пур туллилӗх Унра пултӑр тенӗ,


Ангелсем пурте ҫӑлӑнӑҫа еткерлӗхе илекенсене пулӑшма янӑ сывлӑшсем кӑна мар-им вара?


эпир ҫав тери аслӑ ҫӑлӑнӑҫшӑн чуна парса тӑрӑшмасан пире айӑплав пулмӗ-и? Ҫӑлӑнӑҫ хыпарне чӑн малтан Хуҫамӑр ӳкӗтлесе вӗрентнӗ, Хӑйӗнчен илтекенсем каласа пани пирӗн ӑшра ҫав хыпара тӗреклетнӗ.


Ҫавӑнпа та Вӑл Хӑйӗн урлӑ Турӑ патне пыракансене яланах ҫӑлӗ, Хӑй ӗмӗр-ӗмӗр пурӑннӑран вӗсен хутне кӗрсех тӑрӗ.


Эй, пӑсӑк ҫынсем! Тӗнчепе туслӑ пулни Турӑпа тӑшманла пулнине пӗлместӗр-им эсир? Ҫапла ӗнтӗ, кам тӗнчепе туслӑ пулма тӑрӑшать, ҫав Туррӑн тӑшманӗ пулса тӑрать.


Ҫирӗп ӗненсе кӗлтуни вара чирлӗ ҫынна сыватӗ, Хуҫа Турӑ ӑна ура ҫине тӑратӗ. Ҫав ҫын ҫылӑха кӗнӗ пулсан, ҫылӑхӗсем каҫарӑнӗҫ.


Ҫакна пӗлсе тӑрӑр: суя ҫултан чӑнлӑх ҫулӗ ҫине тавӑракан ҫын хайхи ҫылӑха кӗнин чунне вилӗмрен ҫӑлса хӑварать, ҫапла майпа нумай-нумай ҫылӑх каҫарӑнӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ