Пиҫенлӗ вырӑна ӳкни Турӑ сӑмахне илтекен ҫыннах пӗлтерет, анчах та ку тӗнчери хӗвӗшӳ, пуянлӑх илӗртӗвӗ ун чӗринчи сӑмаха пусса лартать те, сӑмах вара тӗшӗсӗр пулать.
Унӑн курӑнми ӗмӗрхи хӑвачӗпе Турӑлӑхӗ тӗнчене пултарнӑранпах палӑрать, ӑна Вӑл пултарнӑ тӗнчене сӑнасанах ӑнланса илме пулать. Ҫавӑнпа та усал туса пурӑнакансене каҫару пулас ҫук.
Ӗненекенсем ҫак тӗнчене суд тӑвассине пӗлместӗр-им? Тӗнчене суд тӑваканӗсем эсир пулатӑр пулсассӑн, чылай пӗчӗкрех ӗҫсене хӑвӑрах суд тума тивӗҫ мар-и?