Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 1-мӗш 1:2 - Синодальный НЗ

2 Коринфри Турӑ Чиркӗвне, Христос Иисус урлӑ тасалнӑ ӗненекенсене, сӑваплӑ пулма чӗнсе илнисене, Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ятне – пире те, вӗсене те Ҫӑлаканӑн ятне – пур ҫӗрте те асӑнакансене пурне те.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 1-мӗш 1:2
45 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Турӑ Израиль ывӑлӗсене Иисус Христос урлӑ канӑҫлӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар янӑ. Ҫав Иисус Христос – пуриншӗн те Хуҫамӑр.


Вӗсен чӗрисене ӗненӳпе тасатнӑран пирӗнпе вӗсем хушшинче нимӗнле уйрӑмлӑх та юлмарӗ.


Ҫавӑн хыҫҫӑн Павел, Афинӑран кайса, Коринфа пынӑ.


Ҫапла ӗнтӗ, мӗншӗн вӑраха яратӑн? Халех тӑр та Иисус Хуҫамӑр ячӗпе шыва кӗрсе ҫылӑхусенчен тасал“.


Мана ӗненнипе вӗсен ҫылӑхӗсем каҫарӑнмалла пулччӑр тесе, сӑвапласа тасатнисемпе пӗр шӑпаллӑ пулччӑр тесе эсӗ вӗсен куҫӗсене уҫӑн. Вӗсене шуйттан аллинчен хӑтарса Турӑ аллине парӑн, тӗттӗмлӗхрен ҫутта илсе тухӑн“.


«Турӑҫӑм! – тенӗ Анания, – эпӗ Савл ҫинчен, вӑл Иерусалимри Санӑн сӑваплӑ ҫыннусене мӗн чухлӗ усал туни ҫинчен нумай ҫынран илтнӗ.


Кунта та вӑл аслӑ священниксенчен ҫыру илсе килнӗ. Ҫав хут тӑрӑх, Санӑн ятна асӑнакансене тытса ҫыхмашкӑн унӑн ирӗк пур».


Итлекенсем вара пурте тӗлӗнмеллипех тӗлӗнсе каланӑ: «Иисус ятне асӑнакансене Иерусалимра хӗсӗрлекенни ҫак ҫын мар-и вара? Вӑл кунта та вӗсене тытса ҫыхса аслӑ священник патне илсе кайма килменччӗ-им?»


Сире Турӑ юратать, Вӑл сире сӑваплисем пулма чӗнсе илнӗ. Сире, Римри мӗн пур ӗненекенсене, Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Хуҫамӑртан ырӑлӑхпа канӑҫлӑх пултӑр.


Иудейсемпе ытти халӑхсем хушшинче нимӗнле уйрӑмлӑх та ҫук. Мӗншӗн тесен пурин те пӗр Хуҫа Турӑ, Хӑйне тархаслакансемшӗн пуриншӗн те Вӑл ырӑлӑхлӑ.


Иисус Христоса ӗненни урлӑ килекен Турӑ тӳрӗлӗхне мӗн пур ӗненекен илме пултарать, мӗншӗн тесен пур ҫын та пӗр,


Тата эпир ҫакна пӗлсе тӑратпӑр: Турра юратакансене, Турӑ ирӗкӗпе чӗнсе илнисене кирек мӗн те ырри патне илсе пырать.


Турӑ ырӑлӑхне пула эсир Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ. Турӑ Ӑна пирӗн ӑслӑлӑх та, тӳрӗлӗх те, сӑваплӑх та, тӳлевлӗх те тунӑ.


Иудейсемшӗн те, грексемшӗн те, Турӑ чиркӗвӗшӗн те ҫылӑха кӗмелли сӑлтав пулас марччӗ тесе пурӑнӑр.


Эсир вара – Христос ӳт-пӗвӗ, уйрӑмшарӑн – ӳт-пӳ пайӗсем.


пирӗн вара пӗр Атте Турӑ. Пӗтӗмпех Вӑл пултарнӑ, пурӑнасса та эпир Уншӑн пурӑнатпӑр. Пирӗн пӗртен-пӗр Хуҫамӑр – Иисус Христос. Пӗтӗмпех Ун урлӑ пултарӑннӑ, эпир те Вӑл пуртан пурӑнатпӑр.


Турӑ ирӗкӗпе Иисус Христосӑн апостолӗ пулма тивӗҫнӗ Павелран тата Тимофей тӑванӑмран – Коринфри Турӑ чиркӗвне тата пӗтӗм Ахаияри мӗн пур ӗненекенсене.


Эпир хамӑр ҫинчен вӗрентместпӗр, Иисус Христос вӑл пирӗн Хуҫамӑр пулни ҫинчен вӗрентетпӗр. Эпир Иисус ячӗшӗн сирӗн чура пултӑмӑр.


тата кунта манпа пӗрлехи мӗн пур ӗненекен тӑванӑмӑрсенчен – Галатири ӗненекен ушкӑнсене.


Ҫакна Вӑл Чиркӗве сӑмахпа сӑваплатса тасатмашкӑн шыва кӗртес тесе,


Павелпа Силуанран тата Тимофейран – Атте Туррӑмӑрпа тата Иисус Христос Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ Фессалоникӑри чиркӗве. Сире пурне те Атте Турӑпа Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑлӑхӗпе канӑҫлӑхӗ пултӑр.


Турӑ пире ирсӗр пулмашкӑн мар, сӑваплӑ пулмашкӑн чӗнсе илнӗ.


Павелпа Силуанран тата Тимофейран – Атте Туррӑмӑрпа тата Иисус Христос Хуҫамӑрпа пӗрлӗхлӗ Фессалоникӑри чиркӗве.


Ҫапла ӗнтӗ, эпӗ арҫынсен пур ял-хулара та кӗлтумалла тетӗп. Вӗсем ҫилленмесӗр, иккӗленмесӗр аллисене Турӑ патнелле таса шухӑшпа ҫӗклеччӗр тетӗп.


Эпӗ часах пыраймасан, хӑвна Турӑ ҫуртӗнче епле тыткаламаллине пӗлсе тӑтӑр тетӗп. Турӑ ҫурчӗ вӑл – чӗрӗ Туррӑн Чиркӗвӗ, чӑнлӑх никӗсӗпе тӗрекӗ.


Турӑ пире ӗҫӗмӗрсене кура мар, Хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлӗпе, ырӑлӑхӗпе ҫӑлнӑ, Хӑйӗн халӑхӗ пулма чӗнсе илнӗ. Вӑл пире ҫав ырӑлӑха Иисус Христос урлӑ ӗмӗрсем пуҫланичченех пама пулнӑ.


Анчах та Турӑ хывнӑ никӗс ҫирӗппипех; унта ҫапла ҫырнӑ: «Хуҫа Турӑ Хӑйӗннисене пӗлет». Тата ҫапла ҫырнӑ: «Хуҫа Турӑ ятне асӑнакан кирек кам та йӗркесӗрлӗхрен пӑрӑнтӑр».


Яш ӗмӗрӗн ҫылӑхлӑ шухӑшӗсенчен тар. Хуҫа Турӑ ятне таса чун-чӗрепе асӑнакансемпе пӗрле эсӗ тӳрӗлӗх, ӗненӳ, юратулӑх, канӑҫлӑх патне ӑнтӑл.


Христос Хӑйӗн ӳтне Турӑ ирӗкӗпе пӗрре тата яланлӑха парнелӗхе кӳнипе эпир тасалнӑ.


Ҫавӑнпа та Иисус, ҫынсене Хӑйӗн Юнӗпе сӑвапласа тасатас тесе, хула хапхи тулашӗнче асап курнӑ.


Мӗншӗн тесен Тасатаканӗн те, тасалаканӗсен те Ашшӗ пӗрре, ҫавна пула вӗсене тӑвансем темешкӗн вӑтанмасӑр Вӑл ҫапла калать:


Иисус Христос чуринчен, Иаковпа пӗртӑван Иудӑран – Атте Турӑ сӑвапласа тасатнипе, Иисус Христос упранипе пурӑнакан чӗнсе илнисене.


Тумтирӗпе пӗҫҫи ҫине ят ҫырса хунӑ: патшасен Патши, хуҫасен Хуҫи.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ