19 Мӗншӗн тесен Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Эпӗ ӑслисен ӑслӑлӑхне аркатӑп, тӑнлисен тӑнлӑхне сирсе ярӑп».
Мӗншӗн тесен ҫак тӗнче ӑслӑлӑхӗ Турӑ умӗнче – ӑссӑрлӑх. Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Турӑ ӑсчахсене хӑйсем карнӑ чеелӗх танатипех тытать».
Эппин эпир Христоса пула ӑссӑр, эсир вара Христоса пулах ӑслӑ. Эпир халсӑр, эсир вӑйлӑ. Эсир хисеплӗ, эпир чыссӑр.
Эй, тӑвансем! Сире ырӑ сунса, мӗн каланине эпӗ Аполлоспа иксӗмӗр ҫинчен тӗслӗх вырӑнне каларӑм. Ҫырса янинчен ытла нимӗн те ан шухӑшласа кӑларччӑр, пӗри теприне мала ан хуччӑр терӗм.