15 Эппин, сирӗнтен пӗри те ман ятӑмпа тӗне кӗнӗ тесе калама пултараймасть.
Ӗнтӗ кайӑр та Ашшӗн, Ывӑлӗн, Святой Сывлӑшӑн ячӗпе шыва кӗртсе мӗн пур халӑхсене ӳкӗтлесе вӗрентӗр.
Иоанн вӗсене ҫылӑхӗсенчен ӳкӗнтерсе Иорданра шыва кӗртнӗ.
Хӑйӗнчен калакан хӑйшӗн ҫеҫ мухтав шырать. Кам Хӑйне кунта Яраканшӑн мухтав шырать, Вӑл чӑннине калать; Унӑн чӗри ултавсӑр.
Криспсӑр тата Гаийсӗр пуҫне эпӗ сирӗнтен нихӑшне те тӗне кӗртменнишӗн Турра тав тӑватӑп.
Тата эпӗ Стефан кил-йышӗнчисене шыва кӗртнӗччӗ, урӑх кама та пулин тӗне кӗртнине астумастӑп.
Эпӗ сире Турӑ кӗвӗҫӗвӗпе кӗвӗҫсе чунӑма ҫунтаратӑп, мӗншӗн тесен эпӗ сире пӗртен-пӗр ар валли – Христос валли – ҫураҫрӑм, сире Ун умне таса хӗр халлӗн тӑратасчӗ тетӗп.