14 Криспсӑр тата Гаийсӗр пуҫне эпӗ сирӗнтен нихӑшне те тӗне кӗртменнишӗн Турра тав тӑватӑп.
Вӑл вара вӗсене Иисус Христос ячӗпе тӗне кӗме хушнӑ. Унтан кил хуҫисем Петра хӑйсем патӗнче тата темиҫе кунлӑха юлма ыйтнӑ.
Синагога пуҫлӑхӗ Крисп тата унӑн пӗтӗм кил-йышӗ Хуҫамӑра ӗненекенскерсем пулнӑ. Павел сӑмахӗсене итлесе Коринф ҫыннисенчен нумайӑшӗ ӗненме пуҫланӑ, тӗне кӗнӗ.
Гаий те сире салам калать. Ютран килнӗ ӗненекенсем ун килӗнче чарӑнса тӑраҫҫӗ, мана та вӑл хапӑл турӗ. Сире хула хыснин управҫи Ераст тата Кварт тӑванӑм салам яраҫҫӗ.
Эппин, сирӗнтен пӗри те ман ятӑмпа тӗне кӗнӗ тесе калама пултараймасть.
Эпӗ сирӗншӗн, Иисус Христос урлӑ Турӑ сире ырӑлӑхне панӑшӑн Туррӑма тӑтӑшах тав тӑватӑп.
Тавах Туррӑма! Пӗлмен чӗлхесемпе калаҫма эпӗ сирӗнтен пуринчен те ытларах пултаратӑп.
Тавах Турра! Турӑ пире Христос урлӑ яланах ҫӗнтерӳллӗ тӑвать. Пирӗн урлӑ вара Хӑй ҫинчен пур ҫӗрте те техӗмлӗ те чаплӑ пӗлӳ сарать.
Хамӑр Хуҫамӑр Иисус Христос ячӗпе яланах Атте Турра пуриншӗн те тав тӑвӑр,
Сире пӗр ӳт-пӳ пулса канӑҫлӑ пурӑнма чӗнсе илнӗ. Чӗрӗрсенче Турӑ канӑҫлӑхӗ хуҫалантӑр, кӑмӑлӑрсем пархатарлӑ пулччӑр.
Эсир кирек мӗн тусан та, кирек мӗн каласан та – пӗтӗмпех Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе тӑвӑр, Ун урлӑ Атте Турра тав тӑвӑр.
Пуриншӗн те тав тӑвӑр, сире, Христоса ӗненекенсене, Турӑ ҫапла хушать.
Хама вӑй-хӑват панӑ Христос Иисус Хуҫамӑра тав тӑватӑп. Вӑл мана шанса Хӑйшӗн ӗҫлеме ирӗк пачӗ.
Кӗллӗмсенче сана аса илмессерен эпӗ Туррӑма яланах тав тӑватӑп,