Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 1-мӗш 1:13 - Синодальный НЗ

13 Христос пайланса кайнӑ пулать-и вара? Мӗн, сирӗншӗн Павела пӑталанӑ-и? Сире Павел ячӗпе тӗне кӗртнӗ-и?

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 1-мӗш 1:13
15 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ӗнтӗ кайӑр та Ашшӗн, Ывӑлӗн, Святой Сывлӑшӑн ячӗпе шыва кӗртсе мӗн пур халӑхсене ӳкӗтлесе вӗрентӗр.


Иоанн вӗсене ҫылӑхӗсенчен ӳкӗнтерсе Иорданра шыва кӗртнӗ.


Вӑл вара вӗсене Иисус Христос ячӗпе тӗне кӗме хушнӑ. Унтан кил хуҫисем Петра хӑйсем патӗнче тата темиҫе кунлӑха юлма ыйтнӑ.


Ҫакна илтсен вӗсем Иисус Хуҫамӑр ячӗпе тӗне кӗнӗ.


Вара Петр вӗсене ҫапла каланӑ: «Ӳкӗнӗр, ҫылӑх каҫарттарма сирӗнтен кашниех Иисус Христос ячӗпе тӗне кӗтӗр. Вара Святой Сывлӑш тивлетне илейӗр.


Мӗншӗн тесен вӗсенчен пӗрин ҫине те Святой Сывлӑш анман пулнӑ-ха, вӗсене Иисус Хуҫамӑр ячӗпе шыва ҫеҫ кӗртнӗ пулнӑ.


Мӗншӗн тесен Христос вилнисемпе чӗррисен Хуҫи пулмашкӑн вилнӗ те, чӗрӗлнӗ те.


Эппин, сирӗнтен пӗри те ман ятӑмпа тӗне кӗнӗ тесе калама пултараймасть.


Пӗлӗтпе тата тинӗс шывӗпе тӗне кӗрсе вӗсем пурте Моисейпа пӗрлӗхлӗ пулса тӑнӑ.


Мӗншӗн тесен кам та пулин сирӗн патӑра пырса эпир вӗрентнӗ Иисусран урӑхли ҫинчен вӗрентсен – эсир ҫав ҫынна пачах та хирӗҫлеместӗр. Эпир илтернӗ Сывлӑша мар, урӑхлине сӗнсен – эсир илетӗр. Эпир вӗрентнӗ Ырӑ Хыпара мар, урӑхлине пӗлтерсен, эсир йышӑнатӑр.


Анчах та урӑхла Ырӑ Хыпар ҫук! Сире иккӗлентерсе ярса Христосӑн Ырӑ Хыпарне пӑсас текен ҫынсем кӑна пур.


Хуҫамӑр пӗрре, ӗненӳ пӗрре, шыва кӗни те пӗрре;


Пире усаллӑхран тӳлесе илес тесе, Хӑй валли сӑвапласа тасатнӑ, тӑрӑшуллӑ, ырӑ тума пӗлекен, уйрӑм халӑх пултарас тесе, Христос Хӑйне пирӗншӗн вилӗме панӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ