ӑна Иисус патне илсе пынӑ. Иисус ун ҫине пӑхса илнӗ те каланӑ: «Эсӗ, Иона ывӑлӗ Симон, малашне Кифа ятлӑ пулӑн». Кифа тени Петр тениех, вӑл Чул тенине пӗлтерет.
Аполлос тӑванӑмӑр пирки вара ҫакна каламалла: сирӗн патӑра ытти тӑвансемпе пӗрле пыма эпӗ ӑна питӗ тархасларӑм, анчах та вӑл халь пыма кӑмӑл тумарӗ. Майлӑрах вӑхӑт тупӑнсассӑн пырӗ.
Эпӗ Турӑ панӑ тивлетпе апостол тивӗҫне туса тӑнине пӗлсен, Иаков, Кифа тата Иоанн, тӗне тытса тӑракан ҫак хисеплӗ улӑпсем, Варнавӑпа иксӗмӗре юлташла алӑ тытрӗҫ. Ку ӗнтӗ эпир ытти халӑхсем патне каяс пирки, хӑйсем вара ӳт кастарнисем патне каяс пирки килӗшсе татӑлни пулчӗ.
Мӗншӗн ҫапла калатӑп-ха? Мӗншӗн тесен Туррӑн Христос ҫинчен малтанах ҫирӗплетнӗ, шантарнӑ сӑмахне тепӗр тӑват ҫӗр вӑтӑр ҫултан тин йӗркелесе ҫырнӑ саккун улӑштарма та, пӑрахӑҫлама та пултараймасть.