Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Коринфсем патне 1-мӗш 1:10 - Синодальный НЗ

10 Эй, тӑвансем! Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе тархаслатӑп сире: пурте шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса, харкашмасӑр-тумасӑр пурӑнӑр; пӗр кӑмӑллӑн, пӗр шухӑшлӑн ҫӳрӗр.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Коринфсем патне 1-мӗш 1:10
44 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Никам та кивӗ тумтир ҫине ҫӗнӗ пир саплӑк лартмасть. Апла тусан ҫӗнӗ саплӑкӗ кивӗ пирне тӑпӑлтарса кӑларӗ, ҫӗтӗкӗ вара татах пысӑкланӗ.


Никам та кивӗ тумтир ҫине ҫӗнӗ пир саплӑк лартмасть. Апла тусан ҫӗнӗ саплӑкӗ кивӗ пирне тӑпӑлтарса кӑларӗ, ҫӗтӗкӗ вара татах пысӑкланӗ.


Хирӗҫсе-пайланса кайсан патшалӑх тытӑнса тӑраймасть,


Ку сӑмахсем те иудейсене каллех тавлаштарса янӑ.


Эпӗ – вӗсенче, Эсӗ те – Манра. Вӗсем те чӑннипех пӗр пулччӑр. Мана Эсӗ янине тата Эсӗ вӗсене Мана юратнӑ пекех юратнине тӗнче пӗлтӗр.


Вара халӑх Иисус пирки тавлашсах кайнӑ.


«Вӑл Ҫын Турӑран мар, мӗншӗн тесен Вӑл шӑмат куна хисеплемест», – тенӗ вара хӑш-пӗр фарисейсем. «Ҫакӑн пек тӗлӗнмелле ӗҫе ҫылӑхлӑ ҫын епле тума пултарайтӑр?» – хирӗҫленӗ теприсем. Вара вӗсем тавлашсах кайнӑ.


Ӗненекенсенчен чылайӑшӗ пӗр кӑмӑллӑ, пӗр шухӑшлӑ пулса пурӑннӑ. Харпӑр пурлӑхне вӗсенчен пӗри те манӑн тесе каламан, пурте вӗсен пӗрле пулнӑ.


Тӑвансем! Пӗлсемӗр: эпӗ сирӗн патӑра темиҫе хут та пыма пуҫтарӑнсаттӑм, анчах та паян кунчченех чӑрмавсем тупӑнса пычӗҫ. Эпӗ сирӗн патӑрта та, Турра пӗлмен ытти халӑхсем хушшинчи пекех, ӗненӳшӗн тунӑ ӗҫӗмсен уссине курасшӑнччӗ.


Эй, тӑванӑмсем! Турӑ ырӑлӑхӗн ячӗпе тархаслатӑп сире: хӑвӑр ӳт-пӗвӗре чӗрӗ парнелӗхе Турра кӳрӗр, вӑл сӑваплӑ та юрӑхлӑ пултӑр. Турӑшӑн ҫапла тӑрӑшни ӑслӑ-тӑнлӑ туни пулать.


Хӑвӑр хушшӑрта пӗр шухӑшлӑ пулӑр, пуҫ каҫӑртса ҫӳрес вырӑнне йӑвашшисем пек пулма тӑрӑшӑр, хӑвӑра мӑнна ан хурӑр.


Эй, тӑванӑмсем! Сире Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе, Святой Сывлӑш юратулӑхӗпе тархасласа йӑлӑнатӑп: хам кӗлтунӑ пекех, эсир те Турра маншӑн тӑрӑшса кӗлтӑвӑр.


Эй, тӑвансем! Тархасласа калатӑп: эсир тӗрӗс вӗрентӗве илнӗ ӗнтӗ. Эпир вӗрентнӗ пек мар, урӑхла вӗрентсе хирӗҫтерекенсенчен, такӑнтаракансенчен асӑрханӑр. Унашкаллисенчен пӑрӑнӑр.


Мӗншӗн тесен, тӑванӑмсем, Хлоя кил-йышӗнчисем мана сирӗн хушшӑрта харкашусем пурри ҫинчен пӗлтерчӗҫ.


Чи малтанах, хам мӗн илтни ҫинчен: чиркӳ пухӑвне пуҫтарӑнсан эсир пӗр-пӗринпе харкашатӑр иккен. Ҫакна эпӗ пӑртак ӗненетӗп те.


Ҫакна Вӑл ӳт-пӳ пайӗсен пӗр-пӗрне уйӑрасси ан пултӑр, пур пайӗ те пӗр-пӗриншӗн пӗрешкел тӑрӑштӑр тесе тунӑ.


Ҫавӑнпа та сире тархаслатӑп: эпӗ Христос евӗрлӗ пулма тӑрӑшнӑ пекех, эсир те ман пек пулма тӑрӑшӑр.


Эпӗ, Павел, сирӗнпе куҫа-куҫӑн чухне йӑвашскер, сирӗнтен аякра чухне хаярскер, сире Христос йӑвашлӑхӗпе тата хӗрхенӳлӗхӗпе ӳкӗтлетӗп.


Эй, тӑвансем! Ҫыру вӗҫӗнче ҫакна калам: савӑнӑр, чун-чӗмпе пахаланӑр, пӗр-пӗрне хастарлатӑр, пӗр шухӑшлӑ пулса, килӗштерсе пурӑнӑр. Вара юратулӑхпа канӑҫлӑх Турри сирӗнпе пулӗ.


Эпир хамӑр халсӑр чухне эсир вӑйлӑ пулнишӗн савӑнатпӑр. Сирӗн чун-чӗмпе аталанса ҫитмелле пултӑрччӗ тесе кӗлтӑватпӑр та ӗнтӗ.


Ҫапла ӗнтӗ эпир Христос ячӗпе вӗрентме янӑскерсем пулатпӑр. Эпир ӳкӗтлеместпӗр, пирӗн урлӑ Турӑ Хӑй ӳкӗтлет, ӗнтӗ Христос ячӗпе тархаслатпӑр: Турӑпа ҫураҫӑр.


Эпир вара, Турӑ ӗҫне тӑвакансем пулса, сире ҫапла йӑлӑнатпӑр: Турӑ ырӑлӑхне илни сирӗншӗн усӑсӑр ан пултӑр.


Эй, тӑвансем! Ман пек пулӑр тесе сире тархаслатӑп. Эпӗ те сирнешкелех. Эсир мана ним туса та кӳрентермерӗр.


Христосӑн Ырӑ Хыпарне тивӗҫлӗ пурӑнӑр кӑна. Сирӗн патӑра ҫитсе курайӑп-и, кураймӑп-и – анчах та сирӗн ҫинчен: вӗсем пӗр шухӑшлӑн пурӑнаҫҫӗ, Ырӑ Хыпар ӗненӗвӗшӗн пӗр кӑмӑллӑн кӗрешеҫҫӗ тенине илтеесчӗ.


Кирек епле пулсассӑн та, хамӑр пӗр тупнипе килӗшӳллӗн шухӑшлар, ҫав йӗркепе пурӑнар.


Вӗсене ӗҫӗсемшӗн юратӑр, пысӑка хурса хисеплӗр. Пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнӑр.


Тӑвансем! Иисус Христос Хуҫамӑр килесси пирки тата хамӑр Ӑна кӗтсе илесси пирки вара ҫакна йӑлӑнсах ыйтатпӑр:


Турӑпа Иисус Христос Хуҫамӑр тата ҫӳлти престол патӗнчи ангелсем умӗнче маларах асӑрхаттарнине тытса пыма хушатӑп. Никама та мала ан хур, кӑмӑлу хыҫҫӑн ан кай.


Иисус, тепре килсессӗн, Унӑн Патшалӑхӗ ҫитсессӗн, чӗррисене те, вилнисене те суд тӑвӗ. Турӑпа Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе тархасласа сана ҫакна калатӑп:


Савнӑ тусӑмсем! Эсир ҫак тӗнчере юттисем, ҫул ҫӳревҫӗсем. Эпӗ сире чунӑрсемпе кӗрешекен ӳт-пӳ хистенинчен пӑрӑнма тархаслатӑп.


Асап курасси сирӗн нумаях юлмарӗ: тӗрлӗ ырӑлӑхӑн Турри пире Христос Иисус урлӑ Хӑйӗн ӗмӗрлӗх мухтавне пама чӗнсе илнӗ. Ҫав вӑхӑтлӑх асапсене тӳссе ирттерсессӗн Вӑл сире ура ҫине тӑратӗ, ҫирӗплетӗ, хӑватлатӗ, тӗреклетӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ