Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Колоссӑсем патне 4:3 - Синодальный НЗ

3 Пирӗншӗн те кӗлтӑвӑр: Турӑ пире Христосӑн вӑрттӑн чӑнлӑхӗ ҫинчен Хӑйӗн сӑмахне вӗрентмешкӗн ҫул уҫса патӑрччӗ. Христос ҫинчен вӗрентнӗшӗн эпӗ тӗрмере ларатӑп та.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Колоссӑсем патне 4:3
27 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Мӗншӗн тесен сире Ҫӳлти Патшалӑх вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме тивӗҫ панӑ, вӗсене вара – паман.


Антиохине тавӑрӑнсан апостолсем ӗненекен ушкӑна пухнӑ та Турӑ хӑйсем урлӑ мӗн-мӗн тунине, Вӑл урӑх халӑхсемшӗн те ӗненӳ алӑкне епле уҫса панине пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ.


Турӑшӑн тӑрӑшса ӗҫлемешкӗн кунта лайӑх майсем уҫӑлчӗҫ, тӑшмансем те нумай.


Ҫапла вара, ӗненекенсен пурин те пире Христос тарҫисем, Турӑ вӑрттӑнлӑхӗн управҫисем вырӑнне хумалла.


Эпӗ Троадӑна Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерме пырсассӑн, Хуҫамӑр мана лайӑх майсем уҫса пачӗ.


Ҫавӑнпа та эпӗ, Павел, сирӗншӗн, урӑх халӑх ҫыннисемшӗн, Иисус Христос тыткӑнӗнче пурӑнатӑп.


Эппин, ҫавна вуласа тухсассӑн, эпӗ Христос вӑрттӑнлӑхне епле ӑнланнине эсир пӗлме пултаратӑр.


Ҫӳл тӳпери пуҫлӑхсемпе влаҫсене Туррӑн тӗрлӗ енлӗ ӑслӑлӑхӗ Чиркӳ урлӑ халӗ паллӑ пултӑр тесе, Туррӑн вӑрттӑнлӑхне, шухӑшне манӑн пурне те уҫса памалла. Ҫав вӑрттӑнлӑх вара Иисус Христос урлӑ пурне те туса ҫитернӗ Турӑра мӗн ӗмӗртен пытарӑнса упраннӑ.


Ҫапла вара эпӗ, Хуҫамӑршӑн тӑрӑшнине пула тӗрмере лараканскер, сире тархаслатӑп: хӑвӑра чӗнсе илнине тивӗҫлӗ пулӑр.


Сирӗн кӗллӗре пула, Иисус Христос Сывлӑшне пула ҫакӑ мана ҫӑлӑнма пулӑшасса пӗлсех тӑратӑп.


Эсир пурте чӗремре пулнӑран сирӗн ҫинчен урӑхла шухӑшлама та пултараймастӑп. Тӗрмере чухне те, Ырӑ Хыпара хӳтӗлесе ҫирӗплетнӗ чухне те Турӑ мана панӑ пархатара эсир пурте манпа пӗрле пайларӑр.


Турӑ шухӑшӗ ӗмӗртен ӗмӗре, ӑруран ӑрӑва вӑрттӑнлӑх пулса упраннӑ, халӗ вара Ӑна ӗненекенсемшӗн вӑл уҫӑлнӑ.


Ҫак салам сӑмахӗсене эпӗ, Павел, хам аллӑмпах ҫыратӑп. Эпӗ тӗрмере ларнине асра тытӑр. Сире пурне те Турӑ ырӑлӑхӗ пултӑр. Аминь.


Онисифор кил-йышне Хуҫамӑр ырӑлӑх патӑрах. Эпӗ тӗрмере ларнинчен вӑтанмасӑрах Онисифор мана хавхалантарсах тӑчӗ.


Вӑрӑ-хураха сӑнчӑрланӑ пек, мана Ырӑ Хыпар пӗлтернӗшӗн сӑнчӑрларӗҫ. Анчах та Турӑ сӑмахне сӑнчӑрлаймӑн.


Турӑ сӑмахне кирек хӑҫан та ҫине тӑрса вӗрент, кирлӗ чухне ҫынсене питле, чар, пӗтӗм чӑтӑмлӑхупа ӑс парса ӳкӗтле.


Тата ман валли пӳлӗм хатӗрле. Турӑ мана, сирӗн кӗллӗре илтсе, сирӗн патӑра ҫавӑрса ҫитерессе шанатӑп.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ