2 Турра ялан кӗлтӑвӑр; тимлесе, тав туса кӗлтӑвӑр.
Нимшӗн те ан кулянӑр. Енчен те сире мӗн те пулин кирлӗ пулсан Турра тав туса кӗлтӑвӑр, тархаслӑр, шухӑш-кӑмӑлӑра уҫса парӑр.
Тӗрлӗрен кӗлӗпе яланах Турра кӗлтӑвӑр, тархаслӑр. Яланах Турӑ Сывлӑшӗпе килӗшӳллӗн пуҫҫапӑр. Ҫакна ҫирӗп тытса пырса мӗн пур ӗненекенсемшӗн кӗлтӑвӑр.
Шанчӑкӑр сире савӑнӑҫ кӳтӗр, хуйхӑ килсен тӳсӗмлӗ пулӑр, Турра яланах кӗлтӑвӑр.
– Илӗртнипе ҫылӑха кӗрес марччӗ тесе сыхӑ пулӑр, кӗлтӑвӑр: этемӗн чун-чӗмӗ ҫирӗп, ӳт-пӗвӗ вара хавшак».
Ялан Турра кӗлтумаллине тата хуйха ӳкме юраманнине пӗлччӗр тесе Иисус вӗсене ҫакӑн пек ытарлӑх каланӑ:
Ҫавӑнпа ӗнтӗ яланах сыхӑ тӑрӑр, ҫав килес асапсенчен хӑтӑлма вӑй-хал ыйтса кӗлтӑвӑр, Этем Ывӑлӗ умне тӑма тивӗҫлӗ пулӑр».
Ӗнтӗ йӑлтах вӗҫленес вӑхӑт ҫитсе пырать. Эппин, ӑслӑ-тӑнлӑ пулӑр, кӗлтуса сыхӑ тӑрӑр.
Ҫавӑнпа та, сирӗн ҫинчен илтнӗ кунран пуҫласах, эпир сирӗншӗн Турра кӗлтӑватпӑр, тархаслатпӑр. Турӑ ирӗкне сирӗн мӗн пур ӑспа ӑнланса, чун-чӗмпе ӑнкарса тӗппипех пӗлмелле пултӑрччӗ тетпӗр.
Астӑвӑр, сыхӑ пулӑр, кӗлтӑвӑр, мӗншӗн тесен ҫав вӑхӑт хӑҫан ҫитессе пӗлме пултараймастӑр.
Эсир кирек мӗн тусан та, кирек мӗн каласан та – пӗтӗмпех Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе тӑвӑр, Ун урлӑ Атте Турра тав тӑвӑр.
Тымар ярса Унпа тӗрекленӗр, хӑвӑра вӗрентнӗ ӗненӳпе ҫирӗпленӗр, Турра тав тусах тӑрӑр.
Сире тата Иисус Христос чури, хӑвӑр хушшӑртан тухнӑ Епафрас саламлать. Сирӗн пӗр кӑлтӑксӑр ӗненсе ҫирӗп тӑмалла пултӑрччӗ, Турра юрӑхлине пӗтӗмпех туса пурӑнмалла пултӑрччӗ тесе вӑл тӑтӑшах хӗрӳллӗн кӗлтӑвать.
Сире пӗр ӳт-пӳ пулса канӑҫлӑ пурӑнма чӗнсе илнӗ. Чӗрӗрсенче Турӑ канӑҫлӑхӗ хуҫалантӑр, кӑмӑлӑрсем пархатарлӑ пулччӑр.
Вӗсем пурте пӗр шухӑш-кӑмӑлпа Турра кӗлтуса пурӑннӑ. Вӗсемпе пӗрле унта темиҫе хӗрарӑм, Иисус Амӑшӗ Мария тата Иисусӑн тӑванӗсем пулнӑ.