3 Мӗншӗн тесен ӑслӑлӑхпа пӗлӗвӗн мӗн пур пуянлӑхӗ – Христосра.
«Ҫапла вара, хӑвӑра хирӗҫ ҫынсенчен ан хӑрӑр: пытарса хӑварни те ҫиеле тухатех, вӑрттӑнни те паллӑ пулатех.
Турӑ ӑслӑлӑхӗ ҫапла каланӑ ӗнтӗ: „Вӗсем патне Эпӗ пророксене, апостолсене ярӑп. Пӗрисене вӗсем вӗлерӗҫ, теприсене хӑваласа ярӗҫ“.
Турӑ ырӑлӑхӗн, ӑслӑлӑхӗн, пӗлӗвӗн виҫи ҫук! Турӑ шухӑшне пӗлме ҫук, Унӑн ҫулне йӗрлесе тупма ҫук!
Анчах та чӗнсе илнисемшӗн – иудей-и вӑл, грек-и – Христос – Туррӑн хӑвачӗпе ӑслӑлӑхӗ.
Турӑ ырӑлӑхне пула эсир Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ. Турӑ Ӑна пирӗн ӑслӑлӑх та, тӳрӗлӗх те, сӑваплӑх та, тӳлевлӗх те тунӑ.
Ҫав ырӑлӑха Вӑл пире ытлашшипех панӑ ҫеҫ мар, унпа пӗрле тӗрлӗрен ӑслӑлӑх та, ӑнланулӑх та панӑ.
Мӗншӗн тесен Ашшӗ мӗн пур туллилӗх Унра пултӑр тенӗ,
Эпир Христос ҫинчен пӗлтеретпӗр, кашни ҫынна тӗрлӗ ӑс парса ӑнлантаратпӑр, ӳкӗтлетпӗр. Ҫакна эпир кирек епле ҫынна та Христоса ӗнентерсе Турӑ умне пӗр кӑлтӑксӑр тӑратас тесе тӑватпӑр.
Ҫавӑнпа та, сирӗн ҫинчен илтнӗ кунран пуҫласах, эпир сирӗншӗн Турра кӗлтӑватпӑр, тархаслатпӑр. Турӑ ирӗкне сирӗн мӗн пур ӑспа ӑнланса, чун-чӗмпе ӑнкарса тӗппипех пӗлмелле пултӑрччӗ тетпӗр.
Христос сӑмахӗ сирӗн ӑшӑрта туллин тӑтӑр. Пӗр-пӗрне псалом, мухтав юрри, кӗлӗ юрри сӑмахӗсемпе ӑслӑн ӳкӗтлӗр. Пӗтӗм чӗререн Хуҫа Турра тав туса юрлӑр.
Мӗншӗн тесен ҫӗр ҫинчи ҫылӑхлӑ пурӑнӑҫшӑн эсир вилӗ, сирӗн пулас пурӑнӑҫӑр Турӑпа юнашар ларакан Христоспа пӗрле упранать.
Ҫакна тивӗҫмешкӗн пӗтӗм вӑйран тӑрӑшса ӗненӳре ырӑлӑхлӑ пулӑр, ырӑлӑхра пӗлӳллӗ пулӑр, пӗлӳре чараклӑ пулӑр, чараклӑхра чӑтӑмлӑ пулӑр, чӑтӑмлӑ пулса Турра хисеплӗр, Турра хисеплесе тӑванӑрсемпе туслӑ пулӑр, туслӑ пулса юратуллӑ пулӑр.
Сывлӑш чиркӳсене мӗн каланине илтме хӑлха пурри илттӗр. Ҫӗнтерекене Эпӗ курӑнми маннӑ ҫиме ирӗк парӑп, шурӑ чул парнелӗп. Ҫав чул ҫине илекеннисӗр пуҫне урӑх никам та пӗлмен ҫӗнӗ ят ҫырса хунӑ“».