3 Сире Атте Туррӑмӑртан тата Иисус Христос Хуҫамӑртан ырӑлӑхпа канӑҫлӑх пултӑр. Сирӗншӗн кӗлӗ тунӑ чухне эпир Турра, Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Ашшӗне, яланах тав тӑватпӑр.
Эпӗ сирӗншӗн, Иисус Христос урлӑ Турӑ сире ырӑлӑхне панӑшӑн Туррӑма тӑтӑшах тав тӑватӑп.
Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Турри тата Ашшӗ мухтавлӑ пултӑр! Вӑл – хӗрхенӳлӗхӗн Ашшӗ, тем тӗрлӗ лӑплантару Турри.
Ҫавӑнпа эпӗ те, эсир Христос Иисуса ӗненни ҫинчен, ӗненекенсене пурне те юратни ҫинчен илтрӗм те,
Тӗрлӗрен кӗлӗпе яланах Турра кӗлтӑвӑр, тархаслӑр. Яланах Турӑ Сывлӑшӗпе килӗшӳллӗн пуҫҫапӑр. Ҫакна ҫирӗп тытса пырса мӗн пур ӗненекенсемшӗн кӗлтӑвӑр.
Нимшӗн те ан кулянӑр. Енчен те сире мӗн те пулин кирлӗ пулсан Турра тав туса кӗлтӑвӑр, тархаслӑр, шухӑш-кӑмӑлӑра уҫса парӑр.
Вӑл пире, тӗттӗмлӗх аллинчен хӑтарса, Хӑйӗн юратнӑ Ывӑлӗн Патшалӑхне илсе кӗнӗ.
Ҫавӑнпа та, сирӗн ҫинчен илтнӗ кунран пуҫласах, эпир сирӗншӗн Турра кӗлтӑватпӑр, тархаслатпӑр. Турӑ ирӗкне сирӗн мӗн пур ӑспа ӑнланса, чун-чӗмпе ӑнкарса тӗппипех пӗлмелле пултӑрччӗ тетпӗр.
Хамӑр кӗлӗсенче сире аса илсе эпир яланах сирӗншӗн пуриншӗн те Турра тав тӑватпӑр.
Эпӗ Турӑшӑн мӑн асаттемӗрсем пекех таса чунпа ӗҫлесе тӑратӑп. Хамӑн кӗллӗмре эпӗ сана ҫине-ҫинех, ирӗн-каҫӑн асилетӗп, саншӑн Турра тав тӑватӑп.