6 Ҫакна каласан Иисус ҫӗре сурнӑ. Вара сурчӑкне тӑпрапа ҫӑрса пылчӑк тунӑ та унпа суккӑрӑн куҫне сӗрнӗ.
Иисус ӑна халӑхран уйӑрнӑ та, куҫа-куҫӑн юлсан, Хӑйӗн пӳрнисене унӑн хӑлхи шӑтӑкӗсене чикнӗ. Унтан Вӑл сурнӑ та унӑн чӗлхине сӗртӗннӗ.
Иисус ҫав суккӑр ҫынна ялтан ҫавӑтса тухнӑ та унӑн куҫне сурчӑкпа йӗпетсе шӑлса, ун ҫине аллине хурса ыйтнӑ: «Мӗн те пулин куратӑн-и?»
«Пӗр Ҫын, Иисус ятлӑскер, пылчӑк туса ман куҫӑма сӗрчӗ те Силоам шывӗпе кайса ҫӑвӑнма хушрӗ, – тенӗ ҫав ҫын. – Эпӗ кайса ҫӑвӑнтӑм та куракан пултӑм».
Эпӗ сана акӑ мӗнле канаш паратӑп: пуяс тетӗн пулсан Манран вутпа тасалнӑ ылтӑн туян. Хӑвӑн намӑсна, ҫарамаслӑхна пытармашкӑн вара Манран шурӑ тумтир туянса тӑхӑн. Куҫна вара, куракан пултӑр тесе, куҫ эмелӗ сӗр.