41 «Енчен те эсир суккӑр пулнӑ пулсан ҫылӑхлӑ пулмӑттӑр. Анчах та эсир „куратпӑр“ тетӗр, ҫавӑнпа ҫылӑхӑр хӑвӑрпах юлать», – тавӑрнӑ вӗсене Иисус.
Ӗнтӗ хуҫи ирӗкне пӗлнӗ ҫинчех хатӗр тӑман, унӑн ирӗкне туман чурана нумай хӗнӗҫ.
Чӑн калатӑп сире: ҫак ҫын килне фарисейран ытларах тӳрре тухса тавӑрӑнӗ. Мӗншӗн тесен кам хӑйне асла хурать, ҫав кӗҫӗне юлӗ; хӑйне кӗҫӗне хуракан асла тухӗ».
Енчен те эпир чӑнлӑха пӗлнӗ хыҫҫӑн та хамӑр ирӗкпех ҫылӑха кӗретпӗр пулсан, хамӑр ҫылӑхсемшӗн парне кӳме пирӗн урӑх нимӗн те тӑрса юлмасть.
Ҫапла вара, ырӑ тумаллине пӗлсе тӑнӑ ҫӗртех ырӑ туман ҫын ҫылӑха кӗрет.