37 «Эсӗ Ӑна куртӑн ӗнтӗ, Вӑл санпа калаҫса тӑрать», – тенӗ Иисус.
Ҫавӑн чухне Иисус, сӑмахне малалла тӑсса, ҫапла каланӑ: «Эй, Аттем, ҫӗрпе пӗлӗт Хуҫи! Эсӗ ҫакна ӑслӑ-тӑнлисенчен пытарса ача пек айваннисене пӗлмелле тунӑшӑн Сана мухтатӑп.
«Вӑл Эпӗ, санпа Калаҫаканни», – тенӗ ӑна Иисус.
Кам Унӑн ирӗкне пурнӑҫлас тет, вӑл ҫак вӗрентӳ Турӑран е Хамран пулнине те пӗлӗ.
Вара вӑл: «Ӗненетӗп, Хуҫамӑр», – тенӗ те Ӑна ӳксе пуҫҫапнӑ.