30 «Тӗлӗнмелле! – тенӗ куракан пулнӑ ҫын. – Вӑл манӑн куҫӑма уҫрӗ, эсир вара Вӑл ӑҫтан иккенне те пӗлместӗр.
суккӑррисем куракан пулаҫҫӗ, уксаххисем ҫӳрекен пулаҫҫӗ, юхан-суранлисем тасалаҫҫӗ, хӑлхасӑррисем илтекен пулаҫҫӗ, вилнисем чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ, чухӑннисем хушшинче Ырӑ Хыпар сарӑлать.
Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «„Ҫурт тӑвакансем пӑрахӑҫланӑ чул никӗсри тӗп чул пулса тӑчӗ; ҫакна Хуҫамӑр турӗ, ҫакна эпир пӑхса ытараймастпӑр“, – тенӗ Ҫырнинче. Эсир ҫавна нихӑҫан та вуламан-и?
Вӗсен ӗненменлӗхӗнчен Иисус питӗ тӗлӗннӗ. Унтан вара таврари ялсенче вӗрентсе ҫӳренӗ.
Иоанн вӗренекенӗсене Иисус ҫапла каланӑ: «Кайӑр та хӑвӑр мӗн курни-илтнине Иоана каласа парӑр: суккӑррисем куракан пулаҫҫӗ, уксаххисем ҫӳрекен пулаҫҫӗ, юхан-суранлисем тасалаҫҫӗ, хӑлхасӑррисем илтекен пулаҫҫӗ, вилнисем чӗрӗлеҫҫӗ, чухӑннисем Ырӑ Хыпар итлеҫҫӗ.
Иисус иудейсене тем тӗрлӗ хӑват кӑтартнӑ пулин те, вӗсем Ӑна ӗненмен.
Иисус ӑна хирӗҫ тавӑрса каланӑ: «Эсӗ – Израиль халӑхне вӗрентекен – ҫавна та пӗлместӗн-и?
Турӑ Моисейпа калаҫнине эпир пӗлетпӗр. Ку Ҫын ӑҫтан иккенне вара пачах та пӗлместпӗр».
Анчах та ҫылӑхлӑ ҫынна Турӑ итлеменнине пӗлетпӗр вӗт-ха. Вӑл Хӑйне хисеплекене, Хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлакана кӑна итлет.
Ҫутта тӗттӗмлӗхрен пулма хушнӑ Турӑ пире Хӑйӗн мухтавне пӗлтерсе ҫутта кӑлармашкӑн чӗремӗрсене ҫутатрӗ. Мухтав ҫути вара Иисус Христос сӑн-питӗнчен килет.