25 «Ҫылӑхлӑ-и Вӑл, ҫылӑхлӑ мар-и – пӗлместӗп, – тавӑрса каланӑ хайхи, – пӗр ҫакна кӑна пӗлетӗп: эпӗ суккӑрччӗ, халӗ вара куратӑп».
«Сарнӑ вырӑнна ил те тӑрса ут тесе мана Сыватакан хушрӗ», – хуравланӑ вӗсене ҫак ҫын.
Ҫапла вара, иудейсем куракан пулнӑ ҫынна татах тепӗр хут чӗнсе илнӗ. «Суймастӑп тесе Турра асӑн, – тенӗ вӗсем ӑна, – Вӑл ҫылӑхлӑ Ҫын пулнине эпир пӗлетпӗр».
«Мӗн турӗ Вӑл сана? Санӑн куҫна епле уҫрӗ?» – татах ыйтнӑ унран.
«Тӗлӗнмелле! – тенӗ куракан пулнӑ ҫын. – Вӑл манӑн куҫӑма уҫрӗ, эсир вара Вӑл ӑҫтан иккенне те пӗлместӗр.
Турӑ Ывӑлне ӗненекенӗн вара ҫав ҫирӗплетсе калани ӑшра упранать. Турӑ ҫирӗплетсе пӗлтернине ӗненмен ҫын Турӑ Хӑйӗн Ывӑлӗ ҫинчен каласа пӗлтернине ӗненмест. Ҫапла майпа вӑл Турра суеҫӗ вырӑнне хурать.