2 Вӗренекенӗсем Унран ыйтнӑ: «Равви! Ҫак ҫын кама пула суккӑр ҫуралнӑ? Кам ҫылӑха кӗнӗ: хӑй е ашшӗ-амӑшӗ?»
«Пӗрисем – Шыва кӗртекен Иоанн вырӑнне, теприсем – Илия вырӑнне, хӑшӗ-пӗрисем тата Иеремия е пӗр-пӗр урӑх пророк вырӑнне хураҫҫӗ», – тавӑрнӑ вӗсем.
халӑх йышлӑ ҫӗрте хӑйсене саламланине тата ҫынсем хӑйсене: „Вӗрентекен! Вӗрентекен!“ – тесе чӗннине килӗштереҫҫӗ.
Эсир вара хӑвӑра „вӗрентекен“ тесе ан калаттарӑр, мӗншӗн тесен сирӗн Вӗрентекенӗр пӗрре – Христос, хӑвӑр хушшӑрта вара эсир пурте тӑвансем.
Иисус ҫакна хирӗҫ каланӑ: «Вӗсем ҫапла вилнӗшӗн Галилейӑри ытти ҫынсенчен те ҫылӑхлӑрах пулнӑ пулӗ тесе шутлатӑр-и эсир?
Ҫав вӑхӑтра вӗренекенӗсем Ӑна: «Равви! Ҫисемччӗ», – тесе тархасланӑ.
Иртсе пынӑ чух Иисус суккӑр ҫуралнӑ ҫынна курнӑ.
«Эсӗ, ҫылӑхлӑ ҫуралнӑскер, тата пире вӗрентесшӗн-и?» – тесе вӗсем ӑна хӑваласа янӑ.
Утрав ҫинче пурӑнакансем, Павел аллинчен ҫӗлен ҫакӑнса тӑнине курсан, пӗр-пӗринпе ҫапла калаҫа пуҫларӗҫ: «Ахӑртнех, ку этем ҫын вӗлернӗ пулӗ. Курӑр-ха, тинӗсре ҫӑлӑннӑскере Турӑ айӑплавӗ ҫитрӗ пуль».