18 Суккӑр ҫын куракан пулнине иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем ниепле те ӗненесшӗн пулман. Вӗсем унӑн ашшӗпе амӑшне чӗнтернӗ.
Вара Авраам ӑна ҫапла каланӑ: „Вӗсем Моисея та, пророксене те итлемесен, вилнисенчен кам та пулин чӗрӗлсе тӑрса каласан та ӗненмӗҫ“».
Иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем Иоанн патне Иерусалимри священниксемпе левитсене: «Кам эсӗ?» – тесе ыйтма ярсан, Иоанн вӗсене: «Эпӗ Христос мар», – тесе тӳрремӗнех ҫирӗплетсе каланӑ.
Пӗртен-пӗр Турӑ мухтавне шырас вырӑнне эсир пӗр-пӗрне мухтаса пурӑнатӑр пулсан ӑҫтан-ха Мана ӗненме пултарӑр?
«Суккӑр ҫуралнӑ текен ывӑлӑр ҫакӑ-и? – ыйтнӑ вӗсем ашшӗпе амӑшӗнчен. – Епле-ха вӑл халӗ куракан пулчӗ?»
Ашшӗпе амӑшӗ иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисенчен хӑранипе ҫапла каланӑ. Мӗншӗн тесен ятлӑ-сумлисем Ӑна Христос тесе йышӑнакансене синагогӑран уйӑрса ярас тесе калаҫса татӑлнӑ пулнӑ.
Ҫапла вара, Туррӑн канӑҫлӑхне кӗресчӗ тесе тӑрӑшар. Итлеменнисенчен тӗслӗх илсе никам та унта кӗреймесӗр ан юлтӑрччӗ.