14 Иисус пылчӑк туса суккӑра сыватнӑ чух шӑмат кун пулнӑ.
Пӗррехинче шӑмат кун Иисусӑн тырӑ пуссипе иртсе пымалла пулнӑ. Унӑн вӗренекенӗсем ҫула май пучахсене тата-тата илнӗ.
Пӗр шӑмат кун Иисус фарисейсен пуҫлӑхӗ патне хӑнана кӗнӗ. Унти фарисейсем Ӑна хытӑ сӑнаса ларнӑ.
Ҫавнашкал ӗҫсене шӑмат кун тунӑшӑн хайхи иудейсем Иисуса хӗсӗрлеме пуҫланӑ, вӗлерме май шыранӑ.
Лешӗ ҫав самантрах сывалнӑ та вырӑнне илсе утма пуҫланӑ. Ҫак ӗҫ шӑмат кун пулнӑ.
Вара вӗсем суккӑр пулнӑ ҫынна фарисейсем патне илсе кайнӑ.
Ҫакна каласан Иисус ҫӗре сурнӑ. Вара сурчӑкне тӑпрапа ҫӑрса пылчӑк тунӑ та унпа суккӑрӑн куҫне сӗрнӗ.