10 Вара унран: «Санӑн куҫу епле уҫӑлчӗ?» – тесе ыйта пуҫланӑ.
Кайран вӑл каҫсерен ҫывӑрать, ирсерен тӑрать. Ҫав хушӑра вӑрлӑх шӑтса ӳсет, хайхи ҫын ку епле пулнине те пӗлмест.
«Мӗнле майпа пулма пултарать-ха вӑл?» – ыйтнӑ Никодим.
Кайран Иисус Галилея тинӗсӗн тепӗр енне каҫнӑ. Ку тинӗсе тата Тивериада тинӗсӗ тесе те калаҫҫӗ.
«Пӗр Ҫын, Иисус ятлӑскер, пылчӑк туса ман куҫӑма сӗрчӗ те Силоам шывӗпе кайса ҫӑвӑнма хушрӗ, – тенӗ ҫав ҫын. – Эпӗ кайса ҫӑвӑнтӑм та куракан пултӑм».
Фарисейсем те унран куҫӗ епле уҫӑлнине тӗпченӗ. «Куҫӑма Вӑл пылчӑкпа сӗрчӗ, унтан эпӗ ҫӑвӑнтӑм та куракан пултӑм», – тенӗ вӑл.
– Халӗ епле куракан пулнине те, унӑн куҫне кам уҫнине те эпир вара пӗлместпӗр. Хӑйӗнчен ыйтӑр ара. Вӑл ҫитӗннӗ ҫын-иҫ, унӑн хӑйӗн те чӗлхи пур».
«Мӗн турӗ Вӑл сана? Санӑн куҫна епле уҫрӗ?» – татах ыйтнӑ унран.
«Ҫавӑ», – тенӗ пӗрисем. «Ҫук-ҫук, вӑл сӑнӗпе кӑна ун евӗрлӗрех», – хирӗҫленӗ теприсем. «Эпӗ чӑнах та ҫавӑ», – тесе ҫирӗплетнӗ вӑл хӑй.
Хӑшӗ-пӗри ҫапла ыйтӗ: «Вилнисем епле чӗрӗлсе тӑрӗҫ? Вӗсем мӗнле ӳт-кӳлепеллӗ пулӗҫ?»