7 Лешсем хӑйӗнчен ҫине тӑрсах ыйтнӑран Вӑл пуҫне ҫӗклесе каланӑ: «Кам сирӗнтен ҫылӑхсӑр, ҫавӑ малтан ӑна чулпа петӗр».
«Ку Ҫын калаҫнӑ пек этем тени нихӑҫан та калаҫманах», – тенӗ Турӑ Ҫурчӗн хуралҫисем.
Иисус пуҫне ҫӗкленӗ те, никам та тӑрса юлманнине курса, хӗрарӑмран ыйтнӑ: «Эй, хӗрарӑм, сана айӑплакансем ӑҫта кайса кӗчӗҫ? Никам та сана айӑпламарӗ-и?»
Вара каллех пӗшкӗнсе ҫӗр ҫине темӗн ҫырнӑ.
Кашнинех кирлӗ пек хурав памашкӑн сӑмахӑр яланах кӑмӑллӑ та вырӑнлӑ пултӑр.
Сылтӑм аллине Вӑл ҫичӗ ҫӑлтӑр тытнӑччӗ, ҫӑварӗнчен ик енӗ те ҫивӗч хӗҫ тухса тӑратчӗ, сӑнӗ-пичӗ вара Унӑн хӗртсе пӑхакан хӗвелччӗ.
Унӑн чӗлхи-ҫӑварӗнчен ҫивӗч хӗҫ тухса тӑрать. Ҫав хӗҫпе Вӑл халӑхсене ҫӗнтерӗ. Вӗсене Вӑл тимӗр туяпа пӑхӗ. Вӑл Пурне те тытса тӑракан Турӑ ҫиллин эрехне юхтаркӑчра таптаса кӑларӗ.
Ӳкӗн! Апла тумасан, часах сан патна пырӑп, ҫав ҫынсемпе чӗлхе-ҫӑварӑм хӗҫӗпе ҫапӑҫӑп.