Унтан вӗренекенӗсем еннелле ҫавӑрӑннӑ та: «Аттем Мана йӑлтах панӑ. Ывӑлӗ камне Ашшӗсӗр пуҫне никам та пӗлмест. Ашшӗ камне те Ывӑлӗсӗр пуҫне никам та пӗлмест, Ывӑлӗ пӗлтерес тесен анчах пӗлӗҫ», – тенӗ.
Ҫутта тӗттӗмлӗхрен пулма хушнӑ Турӑ пире Хӑйӗн мухтавне пӗлтерсе ҫутта кӑлармашкӑн чӗремӗрсене ҫутатрӗ. Мухтав ҫути вара Иисус Христос сӑн-питӗнчен килет.
Иисус вӑл Турӑ Суйласа илни пулнине йышӑнман ҫын та суеҫӗ пулмасан, тата кам суеҫӗ пулӗ? Ҫавнашкал ҫын – антихрист. Вӑл Атте Турра та, Ывӑлне те йышӑнмасть.