Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 8:52 - Синодальный НЗ

52 «Халӗ ӗнтӗ сана чӑнах та усал ернине пӗлтӗмӗр, – тенӗ Ӑна иудейсем. – Авраам та, пророксем те вилнӗ, Эсӗ вара „Ман сӑмахӑма пурнӑҫлакан нихӑҫан та вилмест“ тетӗн.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 8:52
14 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Акӑ Иоанн килчӗ те – типӗ тытать, эрех таврашӗ ӗҫмест. „Усал ернӗ ӑна“, – теҫҫӗ ҫынсем.


Иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем Иоанн патне Иерусалимри священниксемпе левитсене: «Кам эсӗ?» – тесе ыйтма ярсан, Иоанн вӗсене: «Эпӗ Христос мар», – тесе тӳрремӗнех ҫирӗплетсе каланӑ.


Иисус ӑна хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Мана юратакан Эпӗ вӗрентнӗ пек пурӑнӗ; ӑна Аттем те юратӗ. Вара Эпир Аттепе ун патне пырӑпӑр та унпа пӗрле пулӑпӑр.


„Чура хӑйӗн хуҫинчен аслӑ мар“, – тенӗччӗ Эпӗ сире. Ҫав сӑмахсене асра тытӑр. Мана хӗсӗрлерӗҫ пулсан, сире те хӗсӗрлӗҫ. Манӑн сӑмахӑма упраса усрарӗҫ пулсан, сирӗнне те упрӗҫ.


Эсӗ ҫак тӗнчери ҫынсене Мана патӑн. Эпӗ вӗсене Санӑн ятна пӗлтертӗм. Вӗсем Санӑн ҫыннусемччӗ, Эсӗ вӗсене Мана патӑн. Вӗсем Санӑн сӑмахна упраса хӑварчӗҫ.


Халӑх Ӑна хирӗҫ: «Сана усал ермен-и? Кам сана вӗлересшӗн?» – тесе каланӑ.


«Мӗншӗн-ха Вӑл „Эпӗ каяс ҫӗре эсир ҫитеймӗр“ терӗ, Хӑйне Хӑй вӗлерме шут тытман пулӗ те?» – тесе калаҫкаланӑ вара иудейсем.


«Эпир Сан пирки Самари ҫынни, Санӑн ӑшунта усал сывлӑш тесе калани тӗрӗсех-иҫ», – тавӑрнӑ Ӑна иудейсем.


Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Ман сӑмахӑма итлесе пурнӑҫлакан нихӑҫан та вилмест».


Эсир Ӑна пӗлсе ҫитмен-ха, Эпӗ вара пӗлетӗп. Ӑна пӗлместӗп тесен Эпӗ сирнешкел суеҫӗ кӑна пулӑп. Анчах та Эпӗ Ӑна пӗлетӗп, Унӑн сӑмахне пурнӑҫласа тӑратӑп.


Ҫапла вара, иудейсем куракан пулнӑ ҫынна татах тепӗр хут чӗнсе илнӗ. «Суймастӑп тесе Турра асӑн, – тенӗ вӗсем ӑна, – Вӑл ҫылӑхлӑ Ҫын пулнине эпир пӗлетпӗр».


Шантарни пурнӑҫланнине курма май килмен пулин те, вӗсем пурте ӗненӳпех вилнӗ. Вӗсем Турӑ шантарни хӑҫан та пулин ҫитессе пӗлнипех савӑннӑ. Ҫак ҫӗр ҫинче хӑйсем ҫулҫӳревҫӗсем, ютран килнӗскерсем пулнине уҫҫӑнах каланӑ.


Анчах та вӑхӑтлӑха ангелсенчен кӗҫӗнрех пулнӑ Иисус Хӑйӗн вилӗмӗ урлӑ мухтавлӑ, чыслӑ пуҫ кӑшӑлӗ тӑхӑннине куратпӑр. Ҫапла вара, Турӑ тивлечӗпе Вӑл пирӗншӗн кашниншӗн вилнӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ