51 Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Ман сӑмахӑма итлесе пурнӑҫлакан нихӑҫан та вилмест».
Чӑн калатӑп сире: ҫакӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗрисем Патша пулса килекен Этем Ывӑлне курмасӑр та вилмӗҫ».
Хуҫа Туррӑн Христосне курмасӑр вилместӗн тесе ӑна Святой Сывлӑш малтанах систернӗ пулнӑ.
Иисус ӑна хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Мана юратакан Эпӗ вӗрентнӗ пек пурӑнӗ; ӑна Аттем те юратӗ. Вара Эпир Аттепе ун патне пырӑпӑр та унпа пӗрле пулӑпӑр.
„Чура хӑйӗн хуҫинчен аслӑ мар“, – тенӗччӗ Эпӗ сире. Ҫав сӑмахсене асра тытӑр. Мана хӗсӗрлерӗҫ пулсан, сире те хӗсӗрлӗҫ. Манӑн сӑмахӑма упраса усрарӗҫ пулсан, сирӗнне те упрӗҫ.
Эсӗ ҫак тӗнчери ҫынсене Мана патӑн. Эпӗ вӗсене Санӑн ятна пӗлтертӗм. Вӗсем Санӑн ҫыннусемччӗ, Эсӗ вӗсене Мана патӑн. Вӗсем Санӑн сӑмахна упраса хӑварчӗҫ.
Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Ман сӑмаха итлекен, Мана кунта Яракана ӗненекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ. Вӑл вилӗмрен чӗрӗлӗхе куҫать, унӑн Турӑ судне те пымалла мар.
Ҫӳлтен анакан ку ҫӑкӑр вара ҫавнашкал: ӑна ҫиекен нихӑҫан та вилмест.
Иисус татах халӑха каланӑ: «Эпӗ – тӗнче ҫути. Ман хыҫӑмран пыракан тӗттӗмлӗхре ҫӳремӗ, вӑл чӗрӗлӗх ҫутиллӗ пулӗ».
«Халӗ ӗнтӗ сана чӑнах та усал ернине пӗлтӗмӗр, – тенӗ Ӑна иудейсем. – Авраам та, пророксем те вилнӗ, Эсӗ вара „Ман сӑмахӑма пурнӑҫлакан нихӑҫан та вилмест“ тетӗн.
Эсир Ӑна пӗлсе ҫитмен-ха, Эпӗ вара пӗлетӗп. Ӑна пӗлместӗп тесен Эпӗ сирнешкел суеҫӗ кӑна пулӑп. Анчах та Эпӗ Ӑна пӗлетӗп, Унӑн сӑмахне пурнӑҫласа тӑратӑп.
Ӗненӗве пула Еноха та виличченех ҫӳле, тӳпене куҫарнӑ: «Турӑ Хӑй патне илнӗрен вара ӑна шырасан та тупайман». Ку тӗнчерен илӗничченех Турӑ «ӑна кӑмӑлланине» пӗлтернӗ.
Анчах та вӑхӑтлӑха ангелсенчен кӗҫӗнрех пулнӑ Иисус Хӑйӗн вилӗмӗ урлӑ мухтавлӑ, чыслӑ пуҫ кӑшӑлӗ тӑхӑннине куратпӑр. Ҫапла вара, Турӑ тивлечӗпе Вӑл пирӗншӗн кашниншӗн вилнӗ.