49 «Мана усал ермен, – тенӗ Иисус, – Эпӗ Хам Аттеме чыслатӑп, эсир вара Мана чыссӑрлататӑр.
Ҫавна илтсен Иисус каланӑ: «Ку чир вилмелли чир мар. Ку – Турӑ мухтавне кӑтартмалли, ҫапла майпа Турӑ Ывӑлне мухтава кӑлармалли чир».
Эй, Аттем! Хӑвӑн ятна мухтава кӑлар!» Ҫав вӑхӑтра ҫӳлтен: «Мухтава кӑлартӑм, татах та чаплӑлатӑп!» – тенӗ сасӑ илтӗннӗ.
Эсир Ман ятӑмпа Аттемрен кирек мӗн ыйтсан та, Ывӑлӗ урлӑ Ашшӗ мухтавлӑ пултӑр тесе, эсир мӗн ыйтнине пурнӑҫлӑп.
Эпӗ ҫӗр ҫинче Сана мухтава кӑлартӑм, Эсӗ Мана тума хушнӑ ӗҫе пурнӑҫларӑм.
Халӑх Ӑна хирӗҫ: «Сана усал ермен-и? Кам сана вӗлересшӗн?» – тесе каланӑ.
Мана кунта Яракан Манпа пӗрлех. Эпӗ яланах Ӑна юрӑхлине кӑна тунӑран Аттем Мана пӑрахмасть, пӗччен хӑвармасть».
Иисус Хуҫамӑр ячӗшӗн хур курма тивӗҫ пулнишӗн савӑнса апостолсем синедрионран тухса кайнӑ.
Ҫӳҫне-пуҫне ӳстерсе янӑ арҫын хисепрен тухни ҫинчен ҫут ҫанталӑк хӑех калать.
Ҫӗр айне пытарни чапсӑр, чӗрӗлсе тӑраканни чаплӑ. Ҫӗр айне пытарни халсӑр, чӗрӗлсе тӑраканни хӑватлӑ.
Хӑйне сӑмахпа хур тӑвакансене Вӑл хур туман, асап кӑтартакансене асаппа хӑратман, тавӑрассине Тӳрӗ суд Тӑвакан аллине панӑ.