45 Эпӗ чӑннине каланине вара эсир ӗненместӗр.
«Эппин Эсӗ Патшах-и?» – тенӗ Ӑна Пилат. «Эпӗ Патша тесе эсӗ каларӑн, – тавӑрнӑ Иисус. – Эпӗ чӑнлӑх ҫинчен каласа пӗлтерме ҫуралнӑ, ҫавӑншӑн тӗнчене килнӗ. Чӑнлӑхлӑ кашни ҫын Ман сасса итлет».
Тӗнче сире курайми пулас ҫук. Эпӗ унӑн ӗҫӗсем усаллине ҫирӗплетсе пӗлтеретӗп, ҫавӑнпа тӗнче Мана кураймасть.
Кам сирӗнтен Мана ҫылӑхлӑ тесе айӑплаять? Енчен те Эпӗ чӑннине калатӑп пулсан, мӗншӗн Мана ӗненместӗр?
Ҫапла вара, чӑннине каланӑшӑн эпӗ сирӗн тӑшманӑр пулса тӑтӑм-и?
тӗрлӗрен суя-ултавпа килӗ. Хӑйсене ҫӑлӑнӑҫ кӳрекен чӑнлӑха юратман пирки пӗтес ҫул ҫине тӑнисене вӑл хӑй майлӑ ҫавӑрӗ.