40 Эсир вара Мана, Турӑран илтнӗ чӑнлӑха хӑвӑра каласа паракан Ҫынна, вӗлерме шутлатӑр. Авраам унашкал хӑтланман.
Кайран Иисус Галилейӑра ҫӳренӗ. Иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем Хӑйне вӗлересшӗн пулнине пӗлсе Вӑл Иудея ҫӗрне каяс темен.
Манӑн сирӗн ҫинчен каламалли, сире айӑпламалли нумай. Анчах та Эпӗ Хама кунта Яракантан мӗн илтнине кӑна тӗнчене калатӑп, мӗншӗн тесен Вӑл – Чӑнни».
Сирӗн мӑн аслаҫӑр Авраам Эпӗ килнӗ вӑхӑта пит курасшӑнччӗ: курчӗ те – савӑнмаллипех савӑнчӗ».
Ӳт кастарнисем те ҫав ӗненӳ ҫулӗпех пыраҫҫӗ пулсан – Авраам вӗсен ашшӗ те пулса тӑрать. Пирӗн аттемӗр Авраам та ӳт кастаричченех ӗненнӗ.
Ҫапла вара, чӑннине каланӑшӑн эпӗ сирӗн тӑшманӑр пулса тӑтӑм-и?
Анчах ун чухне ӳтрен ҫурални Сывлӑшран ҫуралнине епле хӗсӗрленӗ, халӗ те ҫаплах.
Вара хӗрарӑма тарӑхса ҫитнӗ аҫтаха хӗрарӑм йӑхӗнчи ытти ҫынсемпе, Турӑ пил-хушӑвӗсене тата Иисус Христос вӗрентӗвне тытса пыракансемпе, ҫапӑҫма кайрӗ.
Вӑл хӳрипеле сулчӗ те тӳпери ҫӑлтӑрсен виҫҫӗмӗш пайне ҫӗр ҫине шӑлса тӑкрӗ. Хӗрарӑм ҫуратсассӑнах унӑн ачине ҫисе ярасшӑн пулса, аҫтаха хӗрарӑм умне тӑчӗ.