Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 8:39 - Синодальный НЗ

39 «Пирӗн Аттемӗр – Авраам!» – тенӗ Ӑна хирӗҫ. Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир Авраам ачисем пулсан хӑвӑра Авраам пекех тыткаланӑ пулӑттӑр.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 8:39
13 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

„Пирӗн мӑн асатте – Авраам!“ – текен шухӑшпа киленсе ан пурӑнӑр. Калатӑп сире: Турӑ ҫак чулсенчен те Авраам ачисем тума пултарать.


Вара эсир Ҫӳлти Аҫӑрӑн ачисем пулӑр. Вӑл Хӑйӗн хӗвелне усаллисем ҫине те, ыррисем ҫине те пӑхтарать; ҫумӑрне тӳрӗ пурӑнакансем ҫине те, тӳрӗ мар пурӑнакансем ҫине те ҫутарать.


Иудейсем Ӑна хирӗҫлесе ҫапла каланӑ: «Эпир Авраам йӑхӗнчен, эпир нихӑҫан та никам чури те пулман. Епле-ха Эсӗ тата пире ирӗке кӑларасшӑн?»


Эсир Авраам йӑхӗнчен пулнине пӗлетӗп. Анчах Ман сӑмахӑмсем чӗрӗре шӑнӑҫайманран эсир Мана вӗлерме те хатӗр.


Мӗншӗн-ха эсир Эпӗ каланине ӑнланмастӑр? Мӗншӗн тесен Ман сӑмахӑма итлеме мехел ҫитерейместӗр.


Сирӗн мӑн аслаҫӑр Авраам Эпӗ килнӗ вӑхӑта пит курасшӑнччӗ: курчӗ те – савӑнмаллипех савӑнчӗ».


Ӳт кастарнисем те ҫав ӗненӳ ҫулӗпех пыраҫҫӗ пулсан – Авраам вӗсен ашшӗ те пулса тӑрать. Пирӗн аттемӗр Авраам та ӳт кастаричченех ӗненнӗ.


Ҫапла ӗнтӗ, Хӑй шантарнине пурте илме пултарччӑр тесе, ырӑ кӑмӑллӑ Турӑ ӑна ӗненӳшӗн пама пулнӑ. Ҫавӑнпа та Турӑ шантарни Авраам йӑхӗнчисемшӗн пуриншӗн те: саккуна тытса пыракансемшӗн кӑна мар, Авраам ӗненӗвне йышӑнакансемшӗн те. Авраам вара пирӗншӗн пуриншӗн те аттемӗр.


Авраам йӑхӗнчен тухнисем те пурте Авраам ачисем мар-ха. Ҫырнинче ҫапла каланӑ-ҫке: «Исаакран ҫуралнисене санӑн тӑхӑму тейӗҫ».


Енчен те эсир Христосӑн пулсан, эппин эсир Авраам тӑхӑмӗсем, Турӑ шантарнӑ еткере илекенсем пулатӑр.


Ӗнтӗ пӗлсе тӑрӑр: ӗненекенсем – Авраам ачисем.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ