38 Эпӗ Хам Аттем патӗнче мӗн курнине каласа кӑтартатӑп. Эсир вара хӑвӑр аҫӑр патӗнче мӗн курнӑ, ҫавна тӑватӑр».
Фарисейсемпе саддукейсенчен чылайӑшӗ хӑй патне шыва кӗме пынине асӑрхасан Иоанн вӗсене ҫапла каланӑ: «Эй, ҫӗлен ҫурисем! Ҫитес ҫилӗрен тарса хӑтӑлма кам вӗрентрӗ сире?
Эпӗ Аттемре, Аттем Манра пулнине ӗненместӗн-им? Сире калакан сӑмахсене Эпӗ Хамран каламастӑп. Мӗн тӑвассине Манри Аттем Хӑй тӑвать.
Мана юратманни Ман сӑмаха пурнӑҫламасть; эсир илтекен сӑмах вара Манӑн мар, Мана кунта яракан Аттемӗн.
Мӗншӗн тесен Эсӗ Мана панӑ сӑмахсене Эпӗ вӗсене патӑм. Ҫав сӑмахсене вӗсем йышӑнчӗҫ. Вара Эпӗ Сан патӑнтан килнине чӑнласах ӑнланчӗҫ, Мана Эсӗ янине ӗненчӗҫ.
Вӑл Хӑй курни-илтнине пӗлтерет, анчах та Вӑл ҫирӗплетсе пӗлтернине никам та йышӑнмасть.
«Чӑн-чӑнах калатӑп сире, – тавӑрнӑ Иисус. – Ашшӗ мӗн тунине курмасан Ывӑлӗ хӑй тӗллӗн нимӗн те тӑваймасть. Ашшӗ мӗн тӑвать, Ывӑлӗ те ҫавнах тӑвать.
Мӗн тӑвасси Ман ирӗк мар, Аттене итленӗрен ҫапла суд тӑватӑп. Хам ирӗкӗме мар, Хама яракан ирӗкне тума тӑрӑшнӑран Ман судӑм тӗрӗс».
Манӑн сирӗн ҫинчен каламалли, сире айӑпламалли нумай. Анчах та Эпӗ Хама кунта Яракантан мӗн илтнине кӑна тӗнчене калатӑп, мӗншӗн тесен Вӑл – Чӑнни».
Эсир хӑвӑр аҫӑрӑн ӗҫӗсенех тӑватӑр». Ӑна хирӗҫ вара: «Эпир вӗлтӗрен ҫинчи ачасем мар вӗт, пирӗн пӗртен-пӗр Аттемӗр пур, Вӑл – Турӑ», – тенӗ.
Эсир Авраам ачисем мар, шуйттан ачисем, эсир унӑн кӑмӑлне тивӗҫтересшӗн тӑрӑшатӑр. Вӑл вара чӑн пуҫламӑшӗнченех ҫын вӗлерекен пулнӑ. Чӗринче чӑнлӑх пулманран вӑл чӑнлӑха та йышӑнман. Суйса калаҫнӑ чухне те вӑл хӑйӗн сӑмахӗсенех калать, мӗншӗн тесен вӑл ултавҫӑ, ултав ашшӗ.