Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 8:34 - Синодальный НЗ

34 «Чӑн-чӑнах калатӑп сире, – тавӑрнӑ вӗсене Иисус, – ҫылӑха кӗрекен кирек кам та – ҫылӑх чури.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 8:34
16 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Чӑн калатӑп сире: ҫӗрпе пӗлӗт пӗтиччен, ҫырнинче калани пӗтӗмпех пурнӑҫланиччен саккунри пӗр сас палли те, пӗр йӗр те пӗтмӗ.


«Чӑн-чӑнах калатӑп сана, – тенӗ ӑна хирӗҫ Иисус. – Ҫӳлтен ҫуралманни Турӑ Патшалӑхне кураймӗ».


Мӗншӗн тесен чуну ват йӳҫҫипе тулнине, усаллӑх тыткӑнне лекнине эпӗ курсах тӑратӑп».


Ҫылӑхлӑ кӑмӑл чури пулас мар тесен, ҫылӑха хӑвӑрпа хуҫаланма ан парӑр.


Эсир пӗлместӗр-им? Камӑн чури пулса пӑхӑнма килӗшетӗр – ҫавӑн чури пулатӑр та, ҫавна пӑхӑнатӑр: е вилмешкӗн ҫылӑх чури пулатӑр, е тӳрре тухмашкӑн Турра пӑхӑнатӑр.


Ҫылӑхлӑ ӳтӗмӗре пӑрахӑҫлас тесе, хамӑрӑн текех ҫылӑх чурисем пулас марччӗ тесе, пирӗнти кивӗ ҫын Унпа пӗрле пӑталаннине эпир пӗлетпӗр.


Эпир пӗлетпӗр: саккун – чун-чӗм валли, эпӗ вара, ӳт-пӳллӗскер, ҫылӑх чури.


Турӑ хӑтарать! Иисус Христос урлӑ, хамӑр Хуҫамӑр урлӑ, эпӗ Турра тав тӑватӑп. Ҫапла вара, эпӗ, пӗр ҫынах, ӑс-хакӑлӑмпа Турӑ йӗркине пӑхӑнатӑп, ӳт-пӗвӗмпе – ҫылӑх йӗркине.


Ҫак тӗнче йӑлипе, усал сывлӑшсемпе хуҫаланакан пуҫлӑх ирӗкӗпе эсир тахҫан ҫылӑхлӑ пурӑннӑ. Ҫав пуҫлӑх Турра хирӗҫҫисемпе халӗ те хуҫаланать-ха.


Мӗншӗн тесен эпир хамӑр та тахҫан айванччӗ, пӑхӑнмастӑмӑрччӗ, ҫӗтсе кайнӑччӗ; ҫылӑхлӑ кӑмӑлпа тӗрлӗ киленӗҫ чурисемччӗ, ҫилленсе-кӗвӗҫсе пурӑнаттӑмӑр, киревсӗрччӗ, пӗр-пӗрне кураймастӑмӑр.


Суя вӗрентӳҫӗсем вӗсене ирӗклӗх сӗнеҫҫӗ, хӑйсем вара – ирсӗрлӗх чурисем. Этем кама е мӗне пӑхӑнать, ҫавӑн чури пулать.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ