33 Иудейсем Ӑна хирӗҫлесе ҫапла каланӑ: «Эпир Авраам йӑхӗнчен, эпир нихӑҫан та никам чури те пулман. Епле-ха Эсӗ тата пире ирӗке кӑларасшӑн?»
„Пирӗн мӑн асатте – Авраам!“ – текен шухӑшпа киленсе ан пурӑнӑр. Калатӑп сире: Турӑ ҫак чулсенчен те Авраам ачисем тума пултарать.
Эппин хӑвӑр ҫылӑхран ӳкӗннине тивӗҫлӗ ӗҫпе ҫирӗплетсех тӑрӑр. „Пирӗн мӑн асатте – Авраам!“ – текен шухӑшпа киленсе ан пурӑнӑр. Калатӑп сире: Турӑ ҫак чулсенчен те Авраам ачисем тума пултарать.
Иисуса пӑталанӑ хӗрес патӗнче Унӑн Амӑшӗ, Амӑшӗн аппӑшӗ, Клеопа Марийи тата Мария Магдалина тӑнӑ.
Эсир Авраам йӑхӗнчен пулнине пӗлетӗп. Анчах Ман сӑмахӑмсем чӗрӗре шӑнӑҫайманран эсир Мана вӗлерме те хатӗр.
«Пирӗн Аттемӗр – Авраам!» – тенӗ Ӑна хирӗҫ. Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир Авраам ачисем пулсан хӑвӑра Авраам пекех тыткаланӑ пулӑттӑр.
Мӗншӗн-ха эсир Эпӗ каланине ӑнланмастӑр? Мӗншӗн тесен Ман сӑмахӑма итлеме мехел ҫитерейместӗр.
Авраам йӑхӗнчен тухнисем те пурте Авраам ачисем мар-ха. Ҫырнинче ҫапла каланӑ-ҫке: «Исаакран ҫуралнисене санӑн тӑхӑму тейӗҫ».