30 Вӑл ҫапла каланине илтсен чылайӑшӗ Ӑна ӗненме пуҫланӑ.
Ҫавӑнта чылайӑшӗ Иисуса ӗненме пуҫланӑ.
Ҫавӑн чухне Мария патне пынӑ чылай иудей, Иисус тунӑ хӑвата курса, Ӑна ӗненме пуҫланӑ.
Иерусалимра пасха уявӗнче пулнӑ чухне Иисус тӗрлӗ хӑватсем кӑтартнӑ. Ҫавна курсан чылайӑшӗ Ӑна ӗненме пуҫланӑ.
«Ку чӑнах та тӗнчене килмелли Ҫав Пророк!» – тенӗ ҫавӑн чухне Иисус тунӑ хӑвата курнисем.
Кирек епле пулсассӑн та, чылайӑшӗ Ӑна ӗненнӗ. «Турӑ Суйласа илни килсен, Ку тунӑ хӑватсенчен те ытларах тӑвӗ-ши вара?» – тенӗ вӗсем.