3 Ҫавӑнта ун патне саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем мӑшӑрне улталанӑ чухне тытнӑ хӗрарӑма илсе пырса халӑх умне тӑратнӑ.
Вара Ирод аслӑ священниксене, халӑха Моисей саккунне вӗрентекенсене пурне те пухнӑ та: «Христосӑн ӑҫта ҫуралмалла?» – тесе тӗпчесе ыйтнӑ.
Ирхине Вӑл каллех Турӑ Ҫуртне пынӑ. Пӗтӗм халӑх Ун патне пуҫтарӑннӑ. Вӑл ларнӑ та вӗсене вӗрентме тытӑннӑ.
«Вӗрентекен, – тенӗ хайхисем, – ҫак хӗрарӑма мӑшӑрне улталанӑ чухне тытнӑ.
Хӗрарӑма илсе пынӑ хайхи ҫынсем ҫакна илтсен, намӑсланса, саланма тытӑннӑ. Ҫапла аслинчен пуҫласа кӗҫӗнни таранах пӗрин хыҫҫӑн тепри тухса кайнӑ. Юлашкинчен вара халӑх умӗнче тӑнӑ хӗрарӑмпа Иисус кӑна тӑрса юлнӑ.
Вара вӗсем суккӑр пулнӑ ҫынна фарисейсем патне илсе кайнӑ.
Вара, апостолсене хӑйсем умне тӑратса, ҫапла ыйтнӑ: «Эсир ҫак ӗҫе мӗнле хӑватпа тата кам ячӗпе турӑр?»
Ҫавӑнпа та, упӑшки чӗрӗ чухнех хӗрарӑм урӑххине качча тухсан, ӑна мӑшӑрне улталакан теҫҫӗ. Анчах та упӑшки вилсессӗн хӗрарӑм ҫав саккунран ирӗклӗ. Тепӗр арҫынна качча кайсан та вӑл мӑшӑрне улталакан шутланмасть.