29 Мана кунта Яракан Манпа пӗрлех. Эпӗ яланах Ӑна юрӑхлине кӑна тунӑран Аттем Мана пӑрахмасть, пӗччен хӑвармасть».
Петр ҫапла каласа тӑнӑ чухнех сасартӑк вӗсене ҫутӑ пӗлӗт хупласа илнӗ. Пӗлӗт ҫинчен вара: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Унра; Ӑна итлӗр», – текен сасӑ илтӗннӗ.
Анчах та Иисус ӑна хуравласа каланӑ: «Ҫапла пулмалла та, Турӑ хушнине йӑлтах пирӗн ҫапла пурнӑҫламалла». Иоанн вара шыва кӗртме килӗшнӗ.
Акӑ, тӳперен ҫапла сасӑ илтӗнсе кайнӑ: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Унра».
Анчах та тӗнчен Эпӗ Аттеме юратнине пӗлмеллех. Ҫавӑнпа та Эпӗ Аттем мӗн хушнине пӗтӗмпех тӑватӑп. Ӗнтӗ тӑрар та кунтан каяр».
Эпӗ Аттем хушнине туса тӑнӑран Унӑн юратулӑхӗпе пурӑнатӑп. Эпӗ хушнине туса тӑрсан эсир те Ман юратулӑхӑмпа пурӑнӑр.
– Акӑ эсир Мана пӗччен хӑварса тӗрлӗ еннелле саланас вӑхӑт ҫывхарать, ҫав вӑхӑт ҫитрӗ те ӗнтӗ. Анчах та Аттем Манпа пулнӑран Эпӗ пӗччен мар.
Эпӗ ҫӗр ҫинче Сана мухтава кӑлартӑм, Эсӗ Мана тума хушнӑ ӗҫе пурнӑҫларӑм.
Иисус вӗсене каланӑ: «Манӑн апат-ҫимӗҫӗм – Хама кунта Яраканӑн ирӗкне пурнӑҫласси, Унӑн ӗҫне туса пӗтересси.
Мӗн тӑвасси Ман ирӗк мар, Аттене итленӗрен ҫапла суд тӑватӑп. Хам ирӗкӗме мар, Хама яракан ирӗкне тума тӑрӑшнӑран Ман судӑм тӗрӗс».
Мӗншӗн тесен Эпӗ ҫӳлтен Хам ирӗкӗме тума мар, Хама кунта яракан Аттемӗн ирӗкне тума антӑм.
Айӑплас пулсан та, Манӑн судӑм чӑн пулӗччӗ, мӗншӗн тесен Эпӗ Хам тӗллӗн мар, Хама кунта яракан Аттепе пӗрле суд тӑватӑп.
Ырӑ Хыпара манӑн пӗлтерсе ҫитермелле пултӑр тесе, ытти халӑхсем пурте ҫавна илтме пултарччӑр тесе, мана Хуҫа Турӑ пӑрахмарӗ, вӑй пачӗ. Ҫапла вара эпӗ хама арӑслансене пӑрахса парасран хӑтӑлса юлтӑм.
Иисус Христос Хуҫамӑр санӑн чун-чӗмӳпе пӗрле пултӑр! Сире пурне те Турӑ ырӑлӑхӗ пултӑр! Аминь.
Пирӗн Аслӑ священник, эпир халсӑррине пӗлсе, хута кӗрет. Вӑл, ҫылӑхсӑр пуҫне, эпир мӗн тӳснине йӑлтах тӳснӗ.
Пирӗн Аслӑ священник ҫавнашкал пулмалла та: таса, ҫылӑхсӑр, ҫитменлӗхсӗр. Ӑна, ҫылӑхлисенчен уйӑрса, тӳперен те ҫӳлерех ҫӗкленӗ.
Эй, ачамсем! Эпӗ ҫакна эсир ҫылӑха кӗресрен ҫыратӑп. Кам та пулин ҫылӑха кӗрсессӗн вара Атте Турӑ умӗнче пирӗн Хута кӗрекен пур. Вӑл – тӳрӗлӗхлӗ Иисус Христос.
Мӗн ыйтнине Турӑ пире пӗтӗмпех парӗ, мӗншӗн тесен эпир Унӑн пил-хушӑвӗсене тытса пыратпӑр, Ӑна юрӑхлӑ ӗҫсем тӑватпӑр.