26 Манӑн сирӗн ҫинчен каламалли, сире айӑпламалли нумай. Анчах та Эпӗ Хама кунта Яракантан мӗн илтнине кӑна тӗнчене калатӑп, мӗншӗн тесен Вӑл – Чӑнни».
Ҫавӑн чухне Иисус, Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентсе, хыттӑн каланӑ: «Эсир Мана та, Эпӗ ӑҫта ҫуралнине те пӗлетӗр. Эпӗ кунта Хам тӗллӗн килмен. Мана кунта Яраканӗ чӑн-чӑн, анчах та эсир Ӑна пӗлместӗр.