25 «Кам вара Эсӗ?» – ыйтнӑ ҫавӑн чухне Унран. «Кам пулнине Эпӗ сире темиҫе те каларӑм, – хуравланӑ Иисус. – Эпӗ – пуҫламӑшӗнченех Пурри.
«Каласам пире: Эсӗ Турӑ Суйласа илни-и? Христос-и?» – тенӗ. «Эпӗ сире каласан та, эсир Мана ӗненмӗр, – тавӑрнӑ Иисус.
Иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем Иоанн патне Иерусалимри священниксемпе левитсене: «Кам эсӗ?» – тесе ыйтма ярсан, Иоанн вӗсене: «Эпӗ Христос мар», – тесе тӳрремӗнех ҫирӗплетсе каланӑ.
«Апла кам-ха эсӗ? – татах ыйтнӑ унран. – Пирӗн хамӑра кунта яракансене хурав памалла. Хӑвна эсӗ кам тетӗн?»
Ҫавӑн чухне Ун тавра иудейсем пухӑннӑ. «Эсӗ пире хӑҫанччен иккӗлентересшӗн? – тенӗ Ӑна. – Эсӗ Турӑ Суйласа илни пулсан, кала пире уҫӑмлӑн».
Вӑл каллех преторине кӗнӗ те Иисусран ыйтнӑ: «Эсӗ ӑҫтисем пулатӑн?» Иисус нимӗн те каламан.
Иисус татах халӑха каланӑ: «Эпӗ – тӗнче ҫути. Ман хыҫӑмран пыракан тӗттӗмлӗхре ҫӳремӗ, вӑл чӗрӗлӗх ҫутиллӗ пулӗ».
Ҫавӑнпа Эпӗ сире „хӑвӑр ҫылӑхӑрпах вилӗр“ тесе каларӑм. Эпӗ Кам пулнине ӗненмесен, чӑнах та, хӑвӑр ҫылӑхӑрпах вилӗр».
Манӑн сирӗн ҫинчен каламалли, сире айӑпламалли нумай. Анчах та Эпӗ Хама кунта Яракантан мӗн илтнине кӑна тӗнчене калатӑп, мӗншӗн тесен Вӑл – Чӑнни».