23 Иисус малалла каланӑ: «Эсир – ҫӗр ҫинчисем, Эпӗ вара ҫӳлтен килтӗм. Эсир – ку тӗнчерисем, Эпӗ – ку тӗнчери мар.
Ҫапла Сӑмах ӳтленсе, этем пулса, пирӗн хушшӑмӑрта пурӑнчӗ. Атте Турӑ тулли тивлетлӗ, чӑнлӑхлӑ пӗртен-пӗр Ывӑлне мухтава кӑларчӗ. Эпир Унӑн мухтавне куртӑмӑр.
Эпӗ Сан сӑмахна вӗсене каласа патӑм. Вӗсем те Ман пекех ку тӗнче ҫыннисем пулманран тӗнче вӗсене курайми пулчӗ.
Вӗсем те Ман пекех ку тӗнче ҫыннисем мар.
Тӳперен аннӑ ҫӳлти Этем Ывӑлӗсӗр пуҫне пӗлӗт ҫине никам та хӑпарман-ха.
«Ҫӳлтен Килекенни вара пуринчен те аслӑ. Ҫӗр ҫинче ҫурални ҫӗр ҫинчи пурӑнӑҫпах пурӑнать, ҫӗр ҫинчиллех калаҫать. Ҫӳлтен Килекенни пуринчен те аслӑ.
Эй, пӑсӑк ҫынсем! Тӗнчепе туслӑ пулни Турӑпа тӑшманла пулнине пӗлместӗр-им эсир? Ҫапла ӗнтӗ, кам тӗнчепе туслӑ пулма тӑрӑшать, ҫав Туррӑн тӑшманӗ пулса тӑрать.