21 Иисус вӗсене татах каланӑ: «Эпӗ каятӑп, эсир Мана шырама пуҫлӑр, ҫылӑхӑрсене каҫарттараймасӑрах вилӗр. Эпӗ каяс ҫӗре эсир ҫитеймӗр».
Калатӑп сире: „Хуҫа Турӑ ячӗпе Килекен мухтавлӑ!“ – тесе кӑшкӑрас вӑхӑтчен Мана урӑх кураймӑр».
Унтан сулахай енчисене ҫапла калӗ: „Эй, ылханлӑскерсем! Шуйттанпа ӑна пулӑшаканӗсем валли хатӗрлесе хунӑ сӳнми тамӑк вутне кайӑр Ман патӑмран!
Кусем вара ӗмӗрлӗх асапа кайӗҫ, сӑваплисем ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрӗҫ».
Ҫак сӑмахсемпе Иисус Хӑй мӗнле вилӗмпе вилессе систернӗ.
Иисус ҫапла каланӑ: «Ҫуттӑн сирӗнпе пуласси нумаях юлмарӗ. Ҫутӑ пур чухне, сире тӗттӗм хупӑрличчен, ҫӳресе юлӑр. Мӗншӗн тесен тӗттӗмре ҫӳрекен хӑй ӑҫта кайнине те пӗлмест.
Ачамсем! Манӑн сирӗнпе пуласси нумай мар. Кайран эсир Мана шырама пуҫлӑр. Иудейсене каланинех халӗ сире калатӑп: „Эпӗ каяс ҫӗре эсир ҫитеймӗр“.
Эсир Мана шырӑр, анчах та тупаймӑр. Эпӗ каяс ҫӗре эсир ҫитеймӗр».
Тата Вӑл „Эсир Мана шырӑр, анчах та тупаймӑр, Эпӗ каяс ҫӗре эсир ҫитеймӗр“ тесе калани мӗне пӗлтерет-ши?»
Ҫавӑнпа Эпӗ сире „хӑвӑр ҫылӑхӑрпах вилӗр“ тесе каларӑм. Эпӗ Кам пулнине ӗненмесен, чӑнах та, хӑвӑр ҫылӑхӑрпах вилӗр».
Турӑ йӗркине пӑснӑран тата ҫылӑхлӑ пулнӑран эсир те вилӗччӗ.