Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 8:20 - Синодальный НЗ

20 Иисус ҫак сӑмахсене Турӑ Ҫуртӗнче, укҫа арчи патӗнче, вӗрентнӗ чухне каланӑ. Унӑн асап вӑхӑчӗ ҫитеймен пирки ҫавӑн чухне Ӑна никам та тӗкӗнмен.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 8:20
17 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Унтан Иисус халӑха каланӑ: «Мана тытма эсир, вӑрӑ-хураха хирӗҫ тухнӑ пек, хӗҫсемпе, шалҫасемпе тухрӑр. Эпӗ куллен сире Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентсе лартӑм, ун чухне эсир Мана тӗкӗнмерӗр.


Аслӑ священниксем, пӑрахнӑ укҫана пуҫтарса, ҫапла каланӑ: «Ку – юн укҫи, ҫавӑнпа ӑна Турӑ Ҫурчӗн укҫа арчине хума юрамасть».


Иисус парне арчине хирӗҫ ларнӑ та ҫынсем унта укҫа янине сӑнанӑ. Пуянсенчен чылайӑшӗ нумай хунӑ.


Вара Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе ҫапла каланӑ: «Чӑн калатӑп сире: ҫак чухӑн тӑлӑх хӗрарӑм укҫа хуракансенчен пуринчен те ытларах хучӗ.


Вара аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем ҫак ытарлӑха хӑйсем ҫинчен каланине ӑнланса илнӗ. Ҫавӑнтах вӗсем Иисуса ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах та халӑхран хӑранӑ.


Унтан Иисус ҫавӑрӑнса пӑхнӑ та Турӑ Ҫуртӗнчи парне арчине пуянсем хӑйсен укҫине янине курнӑ.


Ҫавӑн чухне вӗсем Иисуса каллех тытасшӑн пулнӑ, анчах та Вӑл иудейсенчен хӑтӑлма пултарнӑ.


«Эй, Анне! Мана Эсӗ кун пирки мӗншӗн калатӑн? Манӑн вӑхӑтӑм ҫитеймен-ха», – тенӗ хирӗҫ Иисус.


Ҫур уяв иртнӗ тӗлелле Иисус Турӑ Ҫуртне кӗрсе вӗренте пуҫланӑ.


Вӗсем вара Иисуса тытасшӑн пулнӑ. Ҫапах никам та Ун ҫине алӑ ҫӗклеймен, мӗншӗн тесен Унӑн вӑхӑчӗ ҫитеймен пулнӑ-ха.


Хӑшӗ-пӗри Иисуса тытасшӑн та пулнӑ, ҫапах никам та Ун ҫине алӑ ҫӗклеймен.


Эсир ҫак уява кайӑрах. Эпӗ хальлӗхе тӑхтам, мӗншӗн тесен Манӑн вӑхӑтӑм ҫитеймен-ха».


Ирхине Вӑл каллех Турӑ Ҫуртне пынӑ. Пӗтӗм халӑх Ун патне пуҫтарӑннӑ. Вӑл ларнӑ та вӗсене вӗрентме тытӑннӑ.


Тарӑхса кайнипе иудейсем Ӑна вӗлерес тесе чулсем ярса тытнӑ. Анчах Иисус, курӑнмӑш пулса, вӗсем хушшипелех Турӑ Ҫуртӗнчен тухса кайнӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ