Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 8:2 - Синодальный НЗ

2 Ирхине Вӑл каллех Турӑ Ҫуртне пынӑ. Пӗтӗм халӑх Ун патне пуҫтарӑннӑ. Вӑл ларнӑ та вӗсене вӗрентме тытӑннӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 8:2
14 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Унтан Иисус халӑха каланӑ: «Мана тытма эсир, вӑрӑ-хураха хирӗҫ тухнӑ пек, хӗҫсемпе, шалҫасемпе тухрӑр. Эпӗ куллен сире Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентсе лартӑм, ун чухне эсир Мана тӗкӗнмерӗр.


Кӑнтӑрла Иисус Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентнӗ, каҫхине хуларан тухса Елеон ятлӑ ту ҫинче ҫӗр каҫнӑ.


Вӑл вӗрентнине итлеме пӗтӗм халӑх куллен ир-ирех Турӑ Ҫуртне пуҫтарӑннӑ.


Иисус вара кӗнекине хупса унта ӗҫлекен ҫынна панӑ та, Хӑй ларнӑ. Синагогӑри ҫынсем пурте Ун ҫине куҫ илмесӗр пӑхнӑ.


Иисус, Симон кимми ҫине ларсан, ӑна ҫыран хӗрринчен кӑшт шаларах ишсе кайма хушнӑ. Унтан Хӑй кимӗ ҫинчен халӑха вӗрентме пуҫланӑ.


Иисус вӗсене каланӑ: «Манӑн апат-ҫимӗҫӗм – Хама кунта Яраканӑн ирӗкне пурнӑҫласси, Унӑн ӗҫне туса пӗтересси.


Иисус ҫак сӑмахсене Турӑ Ҫуртӗнче, укҫа арчи патӗнче, вӗрентнӗ чухне каланӑ. Унӑн асап вӑхӑчӗ ҫитеймен пирки ҫавӑн чухне Ӑна никам та тӗкӗнмен.


Ҫавӑнта ун патне саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем мӑшӑрне улталанӑ чухне тытнӑ хӗрарӑма илсе пырса халӑх умне тӑратнӑ.


Хӑйсене каланӑ пекех, апостолсем ирхине ирех Турӑ Ҫуртне пынӑ та халӑха вӗрентме пуҫланӑ. Ҫав ирхинех аслӑ священникпа унӑн ҫыннисем синедрион канашӗнче ларакансене пуҫтарнӑ, унта Израилӗн мӗн пур ятлӑ-сумлӑ ҫыннисене чӗнтернӗ. Вара тӗрмерен апостолсене илсе пыма хушнӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ