17 Иккӗн кӑтартса пани чӑн тесе сирӗн саккунӑрта та ҫырнӑ.
Итлемесен, хупа пӗрле икӗ-виҫӗ ҫын илсе кай. Курни-илтнине ҫирӗплетекен икӗ е виҫӗ ҫын пулсан, кирек епле сӑмах та тӗрӗс пулать.
«Сирӗн саккун кӗнекинче мӗнле ҫырнӑ-ха? „Эсир – турӑсем, – тесе Эпӗ каларӑм“. Ҫапла ҫырман-им? – тавӑрнӑ вӗсене Иисус.
Вӗсен саккунӗнче „Мана сӑлтавсӑрах кураймаҫҫӗ“ тесе ҫырни пурнӑҫланма ҫапла пулмалла та.
Сирӗн патӑра виҫҫӗмӗш хут пыратӑп ӗнтӗ. «Икӗ е виҫӗ ҫын кӑтартса парсан, кирек епле айӑплав сӑмахӗ те чӑн шутланать», – тенӗ Ҫырнинче.
Ҫапла вара ӗненнипе тӳрре тухчӑр тесе саккун пире ачана пӑхнӑ пек пӑхса Христос патне илсе ҫитерчӗ.
Эй, эсир, саккун йӑлипе пурӑнас текенсем! Каласамӑр мана: саккун мӗне вӗрентнине пӗлетӗр-и эсир?
Кам та пулин Моисей саккунне пӑснине икӗ е виҫӗ ҫын кӑтартса парсан, пӑсаканнине вӗлермеллех айӑплаҫҫӗ.
Енчен те эпир ҫынсем ҫирӗплетсе каланине йышӑнатпӑр пулсан, паллах, Турӑ ҫирӗплетсе калани чылай хӑватлӑрах. Мӗншӗн тесен ӑна Турӑ Хӑйӗн Ывӑлӗ ҫинчен каланӑ.
Эпӗ Хамӑн икӗ пророкӑма хӑват парӑп. Вӗсем, ӳкӗнӳ тумтирӗ тӑхӑнса, пин те ик ҫӗр утмӑл кун хушши пророкла каласа вӗрентӗҫ».