16 Айӑплас пулсан та, Манӑн судӑм чӑн пулӗччӗ, мӗншӗн тесен Эпӗ Хам тӗллӗн мар, Хама кунта яракан Аттепе пӗрле суд тӑватӑп.
– Акӑ эсир Мана пӗччен хӑварса тӗрлӗ еннелле саланас вӑхӑт ҫывхарать, ҫав вӑхӑт ҫитрӗ те ӗнтӗ. Анчах та Аттем Манпа пулнӑран Эпӗ пӗччен мар.
Мана кунта Яракан Манпа пӗрлех. Эпӗ яланах Ӑна юрӑхлине кӑна тунӑран Аттем Мана пӑрахмасть, пӗччен хӑвармасть».
Хӑй малтанах суйласа илнӗ Ҫын урлӑ пӗтӗм тӗнчене тӳрӗ суд тумалли куна Турӑ палӑртса хунӑ ӗнтӗ. Ҫавна ҫынсене пурне те ӗнентерес тесе, Турӑ Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ».
Унтан эпӗ пӑхрӑм та тӳпе уҫӑлса кайнине тата шурӑ юланута куртӑм. Тӳрӗ суд тунӑран, ҫӗнтерӳллӗ пулнӑран юланутҫине Шанчӑкли тата Чӑнни теҫҫӗ.