12 Иисус татах халӑха каланӑ: «Эпӗ – тӗнче ҫути. Ман хыҫӑмран пыракан тӗттӗмлӗхре ҫӳремӗ, вӑл чӗрӗлӗх ҫутиллӗ пулӗ».
Эсир – тӗнче ҫути. Ту ҫинче ларакан хула курӑнмасӑр юлмӗ.
Урӑх халӑхсемшӗн вӑл чӑн ҫутӑ пулӗ, Хӑвӑн Израиль халӑхне мухтава кӑларӗ».
Иисус ҫапла каланӑ: «Ҫуттӑн сирӗнпе пуласси нумаях юлмарӗ. Ҫутӑ пур чухне, сире тӗттӗм хупӑрличчен, ҫӳресе юлӑр. Мӗншӗн тесен тӗттӗмре ҫӳрекен хӑй ӑҫта кайнине те пӗлмест.
Ҫутӑ пур чухне ҫутта ӗненӗр, вара ҫутӑ ачисем пулӑр!» Ҫак сӑмахсене каласан Иисус вӗсем патӗнчен кайса ҫухалнӑ.
Эпӗ – ҫутӑ, Мана ӗненекенсенчен пӗри те тӗттӗмлӗхре ан юлтӑр тесе, Эпӗ тӗнчене килтӗм.
«Ҫул та, чӑнлӑх та, чӗрӗлӗх те – Эпӗ, – тавӑрнӑ ӑна Иисус. – Ман урлӑ каймасан Аттем патне никам та ҫитеймӗ.
Айӑпӗ вара ҫакӑ: тӗнчене ҫутӑ килчӗ, анчах ҫынсем, ӗҫӗсем усал пулнӑран, тӗттӗме ҫутӑран ытла юратрӗҫ.
Кам Унӑн ирӗкне пурнӑҫлас тет, вӑл ҫак вӗрентӳ Турӑран е Хамран пулнине те пӗлӗ.
Ҫак тӗнчере чухне Эпӗ – тӗнче ҫути».
Мӗншӗн тесен Хуҫамӑр пире ҫапла хушса каланӑ: „Санӑн урлӑ тӗнче хӗррине ҫитиех ҫӑлӑнӑҫ килтӗр тесе, Эпӗ Сана ытти халӑхсен ҫути турӑм“».
Ҫав суя вӗрентӳҫӗсем типӗ ҫӑл пек, ҫил-тӑвӑл хӑвалакан пӗлӗт пек: вӗсем валли ӗмӗрлӗх сӗм-тӗттӗм вырӑн хатӗр.
Турӑ ҫылӑха кӗнӗ ангелсене те хӗрхенмен-ҫке-ха, суд кунӗнче айӑплав хуриччен сыхламашкӑн вӗсене тӗттӗм тамӑк тыткӑнне панӑ.
Енчен те эпир хамӑра Унпа хутшӑнура тӑратпӑр тетпӗр пулсан, хамӑр вара тӗттӗмрех ҫӳретпӗр пулсан, эппин эпир суятпӑр, чӑнлӑхпа пурӑнмастпӑр.
Вӗсем – хӑйсен намӑссӑрлӑхӗпе кӑпӑкланакан тискер тинӗс хумӗсем. Вӗсем – сӗм тӗттӗмлӗхре яланлӑха ҫӗтсе кайнӑ ҫӑлтӑрсем.
Тата хӑйсен тивӗҫлӗхне упраса хӑварайман, хӑйсен вырӑнӗнчен пӑрахса кайнӑ ангелсем ҫинчен асилтерес тетӗп. Турӑ вӗсене аслӑ суд кунӗ валли ӗмӗрлӗх сӑнчӑрта, сӗм-тӗттӗмре усрать.
Ҫӑлӑннӑ халӑхсем ҫак ҫутӑра ҫӳрӗҫ, патшасем хӑйсен ҫӗр ҫинчи мухтавӗпе чапне унта илсе пырӗҫ.