7 Тӗнче сире курайми пулас ҫук. Эпӗ унӑн ӗҫӗсем усаллине ҫирӗплетсе пӗлтеретӗп, ҫавӑнпа тӗнче Мана кураймасть.
Сирӗн ҫинчен пурте мухтаса калаҫсан, сире хуйхӑ пулӗ, вӗсен мӑн аслашшӗсем те суя пророксене ҫаплах мухтанӑ».
Эпӗ Сан сӑмахна вӗсене каласа патӑм. Вӗсем те Ман пекех ку тӗнче ҫыннисем пулманран тӗнче вӗсене курайми пулчӗ.
Айӑпӗ вара ҫакӑ: тӗнчене ҫутӑ килчӗ, анчах ҫынсем, ӗҫӗсем усал пулнӑран, тӗттӗме ҫутӑран ытла юратрӗҫ.
Ӳт-пӳ туртни хыҫҫӑн кайни вӑл Турра хирӗҫ кайниех. Унашкаллисем Турӑ йӗркине пӑхӑнмаҫҫӗ, пӑхӑнма та пултараймаҫҫӗ.
Ҫапла вара, чӑннине каланӑшӑн эпӗ сирӗн тӑшманӑр пулса тӑтӑм-и?
Эй, пӑсӑк ҫынсем! Тӗнчепе туслӑ пулни Турӑпа тӑшманла пулнине пӗлместӗр-им эсир? Ҫапла ӗнтӗ, кам тӗнчепе туслӑ пулма тӑрӑшать, ҫав Туррӑн тӑшманӗ пулса тӑрать.
Суя пророксем – тӗнченӗн, вӗсем тӗнче ӑнланмалла калаҫаҫҫӗ те – тӗнче вӗсене итлет.