6 «Манӑн вӑхӑтӑм ҫитеймен-ха, – тавӑрнӑ вӗсене Иисус, – сирӗншӗн вара яланах майлӑ вӑхӑт.
Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене хулана пӗр ҫын патне кайма, ӑна Хӑйӗн сӑмахӗсене калама хушнӑ: «Манӑн вӑхӑтӑм ҫывхарчӗ, сан патӑнта Хамӑн вӗренекенӗмсемпе пасха уявне тӑвас тетӗп».
Пасха уявӗ ҫывхарса килнӗ. Ку тӗнчерен Ашшӗ патне каяс вӑхӑчӗ ҫитсе пынине Иисус пӗлнӗ. Ку тӗнчери Хӑй хыҫҫӑн пыракансене Вӑл савнӑ, каяс умӗн вара Хӑйӗн тулли юратулӑхне пытарас темен.
Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Иисус ҫӳлелле пӑхнӑ та ҫапла каланӑ: «Эй, Аттем! Вӑхӑт ҫитрӗ ӗнтӗ: Хӑвӑн Ывӑлу Сана мухтава кӑлартӑр тесе Ывӑлна мухтава кӑлар.
«Эй, Анне! Мана Эсӗ кун пирки мӗншӗн калатӑн? Манӑн вӑхӑтӑм ҫитеймен-ха», – тенӗ хирӗҫ Иисус.
Вӗсем вара Иисуса тытасшӑн пулнӑ. Ҫапах никам та Ун ҫине алӑ ҫӗклеймен, мӗншӗн тесен Унӑн вӑхӑчӗ ҫитеймен пулнӑ-ха.
Эсир ҫак уява кайӑрах. Эпӗ хальлӗхе тӑхтам, мӗншӗн тесен Манӑн вӑхӑтӑм ҫитеймен-ха».
Иисус ҫак сӑмахсене Турӑ Ҫуртӗнче, укҫа арчи патӗнче, вӗрентнӗ чухне каланӑ. Унӑн асап вӑхӑчӗ ҫитеймен пирки ҫавӑн чухне Ӑна никам та тӗкӗнмен.
Вӑл вара вӗсене каланӑ: «Аттем Хӑй ирӗкӗпе палӑртса хунӑ вӑхӑтпа куна пӗлесси сирӗн ӗҫӗр мар.